25 марта 2016 г.
Мартăн 22-мĕшĕнче Муркаш сали çывăхĕнчи Муркашка юханшывра ВАЗ-2114 çăмăл машина путнă. Унта виçĕ çамрăк пулнă. Пĕри çеç çăлăнма пултарнă.
Инкек 11 сехет те 45 минутра пулнă. 24-25 çулхи çамрăксем, Муркаш районĕнчи Атапай тата Çеменкасси ялĕсенче пурăнакансем, пăр тăрăх икĕ çухрăм кайнă. Пăр çурăлса кайсан машина шыва кутăн çаврăнса ỹкнĕ. Хыçалти ларкăчри каччă багажник урлă тухнă. Иккĕшĕ вара çăлăнайман. Вĕсем, малтанласа пĕлтернĕ тăрăх, шывпа чыхăнса вилнĕ. Вĕсем пулă тытма ỹсĕрле кайнă текен шухăш та пур. Ку сведение çирĕплетме судпа медицина тĕрĕслевĕ тума йышăннă. Çăлăннă каччăна сывлăх учрежденинче медицина пулăшăвĕ панă.
Палăртмалла, машина путнă вырăнта юханшыв тарăнăшĕ 1,5-2 метрпа танлашать, сарлакăшĕ - 3-4 метр. Çак ĕçе ЧР Следстви Управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕпчет. Тимлĕ пулăр! МЧС сотрудникĕсем тепĕр хут аса илтереççĕ: "Çурхи пăр ултавлă. Çуркунне пăр çине машинăсемпе те, çуран та кĕме юрамасть! Юханшывсенчи пăр хулăнăшĕ кунран-кун çỹхелсе пырать, пăра шанма çук. Çакăн çинчен ачасене те асăрхаттарса каламалла".
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"