АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейне пысăк искусствăра тупнă

25 марта 2016 г.

Телейне пысăк искусствăра тупнă

"Мĕншĕн татрăм-ши улăхра курса

Пĕртен-пĕр хитре чечеке?..."

Мăн Этмен ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Михаил Иванов 16-18 çул каялла çак юрăпа район сцени çине тухатчĕ те миçе çын, миçе хĕр чĕрине хускатса куççуль кăлармастчĕ-ши? Пĕрисем юрă сăмахĕсемпе кĕвви килĕшсе чуна пырса тивнĕрен, теприсем çак çамрăк хăй купăс каласа чунне парса илемлĕ юрланăран ăна тăвăллăн алă çупса сцена çине темиçе хут тухма ыйтатчĕç. Асрах-ха çав самантсем. 1998, 2000 çулсенче Михаил студент пулнă чух "Мистер Красные Четаи", "Мистер Чавал" (аялти сăнỹкерчĕкре, тăракансем хушшинче варринче) ятсене тивĕçнĕренпе те вăхăт нумай иртмен пек. Анчах çулсем шав малаллах каяççĕ... Мĕнле пурăнать-ха пирĕн ентеш, ăçта ĕçлет? Пултаруллă ентеш пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе ăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.

- Миша, юрласси, купăспа вылясси ăçтан пуçланнă?

- Шкулта вĕреннĕ чухнех сцена çинче юрă шăрантарас килетчĕ. Ỹснĕçемĕн сасă улшăннине пула юрлас ĕмĕт татăлнăччĕ. Çапах хуткупăс калама вĕрентĕм. Атте купăс каланине куç илмесĕр сăнаса лараттăм. Унăн сасси чуна хавхалантаратчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вăл агрономра та, колхоз ертỹçинче те вăй хучĕ. Ĕçрен ывăнса килсен купăс тытатчĕ те кăмăлне ирĕке яратчĕ. Мана, 12 çулти шăпăрлана, атте уявсене хăйĕнпе пĕрле илсе каятчĕ. Тепĕр чухне туйра е салтак ăсатнă чухне харăсах виçĕ купăсçă халăха савăнтараттăмăр. Ташă кĕввисем уйрăмах хитре янăратчĕç. Халăх кĕввисене каланипе çеç çырлахмастăм, тỹмесене пускаласа тĕрлĕ кĕвĕ кăлараттăм. Пĕр класра вĕренекен Галя Сергеева сăвăсем çырса паратчĕ. Çутçанталăк сассăма хăй вырăнне лартнă хыççăн вĕсене кĕвве хывса сцена çинче юрлама пуçларăм. Эпĕ купăс калани ял халăхне килĕшетчĕ, алă çупса сцена çине темиçе хут та кăларатчĕç. Халăха эпĕ юрлани килĕшет пулсан ку çулпах каймалла тесе тĕв турăм.

- Пулас профессие суй-ланă чухне аçу-аннỹ витĕмĕ пулчĕ-и?

- Манăн анне юрра-ташша ăста. Шкул хыççăн вăл актер пулма ĕмĕтленнĕ, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула вĕренеймен. Атте те, ун енчи тăвансем те купăс калама юратаççĕ. Çавăнпа эпĕ музыкант профессине суйланине вĕсем ырларĕç кăна. Атте-аннен сĕнỹ-канашĕ маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аттестат илсен Шупашкара Н.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн инструментсен класне вĕренме кĕтĕм. Виçĕ çулта баян калама хăнăхрăм. Баяна алла илнĕ хыççăн тăван шкулта музыка кружокне ертсе пытăм. Ăнсăртран Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче студи уçăлни пирки хыпар хăлхана кĕчĕ те, хама унта тĕрĕслесе пăхас терĕм. Ентешĕм, илемлĕх ертỹçи Вячеслав Оринов хапăлласах йышăнчĕ.

- Нивушлĕ рольсем калăплама тытăнтăн?

- Çапла, спектакльсенче тĕрлĕ сăнара калăплама шанчĕç, баян калама пĕлни рольсене валеçнĕ чухне пулăшрĕ.

- Çĕннине шырама талпăнатăн апла?

- Çак туртăмах мана çулталăкран Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн вокал уйрăмне илсе çитерчĕ. Чăваш халăх артистки, РФ тава тивĕçлĕ артистки Алевтина Зинкина патĕнче пилĕк çул вĕрентĕм. Эпĕ занятире юрланине итленĕ май шухăша путатчĕ, юхса аннă куççульне аллипе шăлатчĕ. Пултаруллă педагог ăс пани мана пурнăçра халĕ те пулăшса пырать.

- Студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?

- Ытларах вĕренỹпе. Ыттисем пекех выçăллă-тутăллă çỹрени те пулнă. 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертỹçи Юрий Васильев мана ĕçе илчĕ. Занятисем хыççăн унта васкаттăм. Ансамбль хăйне евĕр пурнăç шкулĕ пулчĕ. Гастрольсене çỹресси çăмăл маррине туйрăм. Институт пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти "Классика" капеллăра çулталăк ĕçлерĕм. Унтан пурнăç урапи Астрахань хулине илсе çитерчĕ, музыка театрĕнче солистра ĕçлерĕм, чиркỹ хорне юрлама çỹрерĕм, пĕр хушă халăх ансамблĕн солисчĕ те пултăм. Виçĕ çултан тăван çĕршывран лайăххи çуккине ăнланса илтĕм, тăвансемсĕр тунсăхланăран Шупашкара çаврăнса çитрĕм. Тăван тăрăхра сывлăшĕ те лайăхрах пек туйăнать.

- Чăваш Ене таврăнсан сана мĕн кĕтрĕ?

- Шупашкара таврăнсан Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне ĕçе вырнаçрăм. - Мĕншĕн опера? Опера, ман шутпа, музыкăн йывăр тĕсĕ, ăна кашниех ăнланаймасть пулĕ... - Камшăн мĕнле ĕнтĕ. Музыкăра кашни жанр хăйне евĕр илемлĕ. Опера та этем чунне хăйнеевĕрлĕхпе пуянлатать, юрласа "калаçни" этемĕн шалти тĕнчине илемлетет, тĕрлĕ туйăм çуратать. Театрта улттăмĕш çул ĕçлетĕп. Эпĕ хорта юрлатăп. Хор пĕр сасăпа юрă шăрантарнă чухне хăвна пĕр пысăк вăй пек туятăн. Кунсăр пуçне театрта ачасем валли Çĕнĕ Çул уявне ирттернĕ чухне мана Хĕл Мучи рольне шанаççĕ.

- Сана Морис Яклашкин ертсе пыракан капеллăра та юрланине курнăччĕ...

- Чăнах та çапла. Пул-таруллă маэстропа ĕçле-ме питĕ интереслĕ: ятарлă программăпа тухса çỹретпĕр, концертсем лартатпăр. Пи-рĕн программа питĕ анлă. Тăван çĕршыв, çемье, юрату, паттăрлăх юрри-кĕвви. Кĕскен каласан, концерт лартасси уявсемпе тачă çыхăннă.

- Эстрада вара сана мĕнпе илĕртет? Çакна Алена Сергеева юрăçпа пĕрле "Шупашкар каçĕсем" тата ытти юрăсене шăрантарнăран калатăп.

- Чăваш эстрадине мĕн пĕчĕкрен кăмăллатăп. Çакăнта хама шырани тăван чĕлхе туртăмĕпе çыхăннă пулĕ. Чунăмра чăвашлăх туйăмĕ анлă тинĕс пекех хуçаланать. Çак ырă туйăма çамрăксенче юрăсем урлă аталантарас килет. Тăван тăрăхра тăван чĕлхепе юрă шăрантарнине нимĕн те çитеймĕ. Алена Сергеевапа сцена çине тухма Василий Филиппов композитор сĕнчĕ. Куракансем дуэт, уйрăмах хĕрарăмпа арçын, пĕрле юрланине килĕштереççĕ. Аленăпа иксĕмĕрĕн сас тембрĕ пĕр-пĕрне питĕ çывăх, çавăнпа ăна суйларăм. Юлашки вăхăтра Василий Филиппов композиторпа пĕрремĕш юрă альбомĕ кăларма хатĕрленетпĕр. Халăх пирĕн юрăсене мĕнле йышăнать-ши?

- Мана, сăмахран, эсир юрлакан "Шупашкар каçĕсем" юрă питĕ килĕшрĕ. Ыттисем пирки те иккĕленместĕп... Çак уйăх пуçламăшĕнчех эсĕ Шупашкарта паллă эстрада юрăçисен темиçе концертĕнче те юрланă-çке?

- Çапла, "Телеюрăна" хутшăнтăмăр, хĕрарăмсене халалланă эстрада юрăçисен концертне те хутшăнтăмăр... Ку концерта хĕрлĕчутайсем те килсе курчĕç. Концертпа кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.

- Питĕ хавас саншăн. Чăваш эстрадине эсĕ çĕнĕ сывлăш вĕрсе кĕртнĕ пекех туйăнать... Мăн Этмен ял тăрăхĕнче эсĕ черетлĕ юрă валли клип ỹкерт-тернĕччĕ. Мĕнле юрă валли вăл?

- Чăнах та, иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче хамăн юлташсемпе Шĕмшеш ялĕнчи Валерий Тверсковсен илемлĕ килĕ-çуртĕнче, ял урамĕнче Алексей Никитин çырнă "Алла купăс парăр-ха" сăввипе кĕвĕленĕ юрă валли клип ỹкертĕмĕр. Çак клипра купăс ял çыннин кирек хăш праçникĕнче те алăран кайман юратнă инструменчĕ, чун уççи пулнине кăтартса парас килчĕ. Унпа чăваш савăнăçлă самантсенче те пĕрле пулнă, тунсăхне те пусăрăнтарнă. Çавăнпах ку тăрăхри чăваш тумне тумланнă хĕрарăмсем хутшăннипе чăваш туйне, яш-кĕрĕм, ял-йыш хутшăннипе салтак ăсатнине сăнласа патăмăр. Иртнĕ эрнере çак видеоклип кун çути курчĕ.

- Çемйỹ пирки пĕр-ик сăмах... Çемьере мĕн хаклă?

- Çемьеллĕ, мăшăрăмпа пĕр ача ỹстеретпĕр. Ман шутпа, çемьере чи кирли ăнлану, чун çыхăнăвĕ.

- Калаçăва вĕçленĕ май хальхи çамрăксене мĕн сĕннĕ пулăттăн?

- Çамрăксене манăн пур енлĕн аталанса пыма сĕнес килет. Çавăн пек çын пулас тесен кулленхи ĕçе çỹ- ренипе çырлахса ларма кирлĕ мар, театра, концертсене çỹреме те вăхăт тупмалла. Этеме чун апачĕ те кирлĕ-çке...

- Мĕнех, санăн пултарулăх çулĕ такăр та ăнăçлă пултăрччĕ. Калаçушăн тавтапуç.

А.ЗАМУТКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика