30 марта 2016 г.
Федераллă Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ РФ гражданĕсене регистраци учечĕпе патшалăх пулăшăвĕ чылай парать. Пурăнакан вырăнта регистраци тăвас тесен заявлени çыраканăн çак документсене тăратмалла: гражданин кам пулнине ĕнентерекен (14 çул тултарманнисен - çуралнине ĕнентерекен свидетельство), пỹлĕмре пурăнма ирĕк паракан документсем, заявлени. Заявлени çыраканăн асăннă пулăшăва илмелли документсене Федераллă Миграци службин вырăнти уйрăмне тăратмалла. Çавăн пекех документсене нумай функциллĕ центр урлă, Пĕрлехи порталпа усă курса тăратма пулать. Çакна валли Пĕрлехи порталта регистрациленмелле (анкета тултармалла), асăннă документсемсĕр пуçне çитнине ĕнентерекен адрес, статистика учечĕн хучĕсен электрон тĕсĕсем пулмалла, миграци службин территорири уйрăмне пĕр хутчен каймалла. Регистраци тума кирлĕ документсем пулмасан, заявленире сведенисене туллин кăтартмасан сирĕн хутсене пăхса тухмаççĕ. Районта пурăнакан граждансем кирлĕ информаципе Федераллă Миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн официаллă сайчĕ урлă (httpỸỸwww.21.fms.gov.ru) паллашма е территорири уйрăмĕнчен пулăшу ыйтма пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (83551) 2-11-92.
Елена ШОРНИКОВА, Федераллă Миграци службин районти уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"