01 апреля 2016 г.
Раççейри тĕрлĕ регионсен тата ют çĕршывсен представителĕсен пултарулăх опычĕпе ылмашăнас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе февралĕн 10-14-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм халăхсен "Талант- 2016" теле-интернет-проект конкурсĕ иртнĕ. Ăна март уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Çĕр-çĕр конкурсантпа танах унта Хĕрлĕ Чутай районĕнчи талантсем активлă хутшăннă.
Районти Ачасен искусство шкулĕн хор уйрăмĕн преподавателĕ Татьяна Зарубина хăйĕн пултарулăхне эстрада вокалĕн номинацийĕнче "Мама" юрăпа кăтартса панă, виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Унăн вĕренекенĕсем Надежда Ульяновапа Анастасия Фролова та çак номинацирех тупăшнă. Надя "Однажды в декабре", Настя "Птица" юрăсене шăрантарса виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
А.ЗАМУТКИНА
Источник: "Пирěн пурнăç"