АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аптеки пур, кирлĕ эмелĕ çук

01 апреля 2016 г.

Район прокуратури тĕрĕслевпе Хĕрлĕ Чутайри 23 № аптекăра тата унăн больница çумĕнчи "Фармация" пунктĕнче пулчĕ, "Эмел хатĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен" федераллă саккун ыйтнисене пăхăннине тĕпчерĕ.

Саккунпа килĕшỹллĕн аптека организацийĕсен, фармацевтика енĕпе ĕçлеме лицензи пур уйрăм предпринимательсен РФ Правительстви йĕркеленĕ тата çирĕплетнĕ медицина пулăшăвĕ пама кирлĕ эмел препарачĕсен чи пĕчĕк ассортименчĕпе тивĕçтермелле.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче, 2016 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче, асăннă аптекăра эмел препарачĕсен ассортиментĕнчи куçа ямалли шĕвек - пилокарпин пулман. "Фармация" аптека пунктĕнче те тĕрĕслев вăхăтĕнче ассортиментри бифидум бифидобактери (капсулăсем: ăша ямалли порошок) курăнман. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе аптека директорне представлени тăратма, РФ КоАп-ĕн 14.1 статйин 4-мĕш пайĕпе административлă ĕç уçма тиврĕ.

Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика