01 апреля 2016 г.
Пахча çимĕçпе улма-çырлана усрав срокĕ нумайрах пултăр тесе антибиотиксемпе им-çамлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре усă курнă антибиотиксем ỹсен-тăрансене лекеççĕ, унтан пахча çимĕçпе, улма-çырлапа сĕтел çине çакланса пирĕн вар-хырăма куçаççĕ. Çимĕçсен виçине пысăклатас тесе вĕсене сивĕ шыва яраççĕ. Хăш-пĕр чухне шыва антибиотиксем хушаççĕ те çимĕçсене пĕр хушă унта тытаççĕ. Çапла тусан вĕсен виçине 10-15 процент таран ỹстерме пулать. Кун пек продукцие уйăрса илме йывăр. Пасара тухсан асăрханă пулĕ: Грузирен е Азербайджанран илсе килнĕ цитрус çимĕçсем юрăхсăра хăвăрт тухаççĕ. Вĕсем симĕс е шурă пăнчăсемпе витĕнеççĕ, йỹçек кăлараççĕ. Çавăнпа та сутă тăвакансем продукцие тĕрĕслесех, хакне чакарсах тăраççĕ.
Çав хушăрах ют çĕршывсенчен илсе килнĕ апельсинсемпе лимонсем (грек, мараккан тата ытти те) сентресемпе складсенче уйăхĕ-уйăхĕпе выртсан та вĕсене нимĕнле ерекен-сикекен чир тапăнмасть. Çын вара вĕсене çиет. Вĕсене мĕн чухлĕ антибиотик тултарнă-ши? Сире ун пирки никам та каламасть. Халĕ çакна коммерци вăрттăнлăхĕ теççĕ. Уйрăмах ỹсен-тăран продукчĕсенчи антибиотиксем сиенлĕ. Тĕслĕхрен, кукурузăна, фасоле тата пăрçана консервланă чухне антибиотиксен пайĕ арканать. Салата, редиса, купăстана тата ытти пахча çимĕçпе улма-çырлана вара? Вĕсем çын организмне çаплипех лекеççĕ-çке. Антибиотиксемпе выльăх-чĕрлĕхе апатлантарнă чухне анлă усă кураççĕ - продуктивлăхĕ ỹсет. Асăннă препаратсем патне "хăнăху" аталанать. Вăл шутра çыннăн та. Ученăйсем антибиотиклă апат-çимĕçпе апатланнипе ачасем хушшинче аллергипе тата астмăпа чирлекенсем нумайланнине палăртаççĕ.
Э.ЕРЕМЕЕВА, Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врач пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"