06 апреля 2016 г.
Ăс-тăн, чĕре, чун витĕр...
"Пирĕн пурнăç" хаçата хатĕрленĕ, пичетленĕ тата валеçнĕ çĕре редакци ĕçченĕсем, "Чăваш Ен" ИПК, почта ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Район хаçачĕ эрнере икĕ хут тухать: юнкун тата эрнекун. "Эрнере икĕ хаçат - йывăр мар!" - тейĕ хаçатçăсен ĕç уйрăмлăхĕсене ăнкарсах кайман хăш-пĕр вулакан. Анчах та çулталăкне 574 полоса (страница) тухать пулсан сахал-и çакă?
Палăртас килет, çырăнса илекенсем патне çитиччен хаçат редакци ĕçченĕсен ăс-тăнĕ, чĕри, чунĕ тата куçĕсем витĕр тухать.
"Пирĕн пурнăç" хаçат редак-цийĕн ушкăнĕ юлашки хут 2011 çулта çĕнелчĕ, çĕнĕ çынсем хутшăнчĕç. Тĕпрен илсен коллективра 30-45 çулсенчи çынсем ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче пирĕн район хаçачĕн ячĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăнса Раççей шайĕнче икĕ хут янăрарĕ. Тĕрĕссипе вара кашни çулах редакци вун-вун конкурса хутшăнать. Сăмахран, 2014 çулта кăна çапла 11 Дипломпа Тав çырăвне, 2015 çулта çичĕ наградăна тивĕçрĕмĕр. Тепĕр лайăх пулăм, икĕ çул каялла хаçата çĕнĕ программăпа калăплама пуçларăмăр, хаçат дизайнĕ тĕпрен улшăнчĕ. Ку та хаçат ĕçченĕсем республика конкурсĕсенче çĕнтерсе укçа-тенке тивĕçнипе çыхăннă. Çĕнĕ йышши программăна Надежда Мидакова пай редакторĕ хăвăрт алла илсе ĕçлеме хăнăхрĕ, халĕ вăл тата Светлана Петрова оператор хаçата иккĕн калăплаççĕ. Чылай чухне конкурссене хутшăнса çĕнтерни редакцин материаллă тата техника никĕсне пуянлатма май парать. "Хăвăрăн укçа ĕçлесе илмелле. Тата çулталăкра пĕр конкурса та хутшăнман журналист журналист мар", - тенине асра тытса ĕçлетпĕр.
Çавăн пекех вулакан сисрĕ пуль, юлашки вăхăтра хаçат пуян тематикăллă тухать, ĕç рубрикисем, аналитика тата критика материалĕсем, комментарисем, район хыпарĕсем çумне республика материалĕсем хушăнчĕç, вулакансен çырăвĕсене те пичетлеме тăрăшатпăр. Çакна эпир вулакан районта мĕн пулса иртнипе кăна ан çырлахтăр, Чăваш Енри пулăмсене те пĕлсе тăтăр тесе йĕркелерĕмĕр.
Унсăр пуçне хаçат редакцийĕн официаллă сайтне халăх пĕлекен пулса пырать. Хаçат сайтне эпĕ, Альбина Замуткина, тытса пыратăп. Интернет уçлăхĕнче те хаçат пурнăçĕ вĕресе тăрать, пурнăç уттинчен юлмасть. Унта кашни кунах республикăри, районти хыпарсемпе паллаштаратпăр, тематика баннерĕсем йĕркелетпĕр, хаçатра пичетленсе тухнă материалсен электронлă вариантне вырнаçтаратпăр тата ытти те. Сайтра хаçат редакцийĕпе çыхăннă пĕтĕм ĕç-пуçа курма, пĕлме пулать.
Кăçалтан вара "Одноклассники" сайтра Алина Карпова пай редакторĕ "Пирĕн пурнăç" хаçатăн ушкăнне йĕркелесе ячĕ. Вăл ăна тăтăшах интереслĕ материалсемпе çĕнетсе тăрать. Çак ушкăна кĕнисен шучĕ кĕске хушăрах 300-тен те иртрĕ.
Çырма кăна ĕлкĕр!
"Пирĕн пурнăç" районта тухса тăракан пĕртен-пĕр хаçат. Патшалăхăн саккасне пурнăçлас тесе 30 ытла социаллă пĕлтерĕшлĕ темăна хаçатра тытса тăма, организацисемпе, учрежденисемпе килĕштерсе ĕçлеме тăрă-шатпăр. Çавăнпа кашни çулах ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва, район администрацийĕн çулталăкри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене пичетлетпĕр. Эпир çакна тума тивĕç те.
Рынок условийĕ те хăйĕнне тума хистет. Ку чухне, суту-илỹ лайăх аталаннă вăхăтра, массăллă информаци хатĕрĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна май хаçата пĕлтерỹсем тăтăшах килсе тăраççĕ. Салам çырăвĕсене те хаваспах йышăнатпăр. Пирĕн тĕп редактор Алина Николаевна Оринова - опытлă хаçатçă, ку ĕçре вăл 15 çул. Пĕрмаях хаçатра интереслĕ, "çуллă та тутлă" материалсем пулмаллине аса илтерсех тăрать. Вăл пĕрмай шыравра, тăтăшах вулакана килĕштĕр тесе хаçата çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшать.
Кашни ытларикун, кĕçнерникун - хаçата пичете ăсатмалли кун - редакци "вĕресе" тăрать: операторсем юлашки полосасене калăпласа вырнаçтараççĕ, пай редакторĕсем, корректор, корреспондентсем материалсене ик-виç хут вуласа тухаççĕ, пушă вырăнсене тултараççĕ, "вĕри" хыпарсем хушаççĕ, тĕп бухгалтерпа кассир (Г.Ястребовапа С.Петрова) хаçата килнĕ пĕлтерỹсен тỹлевĕсене шутлаççĕ, тĕп редактор хаçат çинчи материалсене, сăнỹкерчĕксене, материалсен ячĕсене хăй тишкерет, юлашкинчен тĕплĕ вуласа тухса "пичете" тесе алă пусать.
Хаçата пичете вăхăтра ярасчĕ...
Хаçата пичете 16 сехетре памалла. Анчах икĕ кун хушшинче сакăр страница хатĕрленĕ чухне ĕлкĕрме йывăр. Халĕ 10-20 çул каяллахи мар, çыракансем сахал, ĕçĕ нумай. Çавăнпа палăртнă вăхăтран пичете каярах юлса ăсатни те пулать. Ун пек чухне хаçат макетне каярах юлса ярса парасси пирки типографие хăвăртрах шăнкăравласа пĕлтеретпĕр. Унта вара юлашки минутчен хаçат электрон почтăпа çитессе кĕтеççĕ. Вулакансенчен чылайшĕ халĕ те хаçата районтах пичетлеççĕ тесе шутлать. Палăртмалла, район хаçачĕ нумай çул ĕнтĕ кунта пичетленмест. Пĕр хушă Çĕмĕрлереччĕ... Юлашки çулсенче - Шупашкарта. Типографи коллективĕпе ăнланса ĕçлетпĕр. Хаçат çитсенех типографи ĕçченĕсем хаçата çиелтен пăхса тухаççĕ. Вуласа тухма вĕсен вăхăт çук. Хаçат макечĕ çинчи сăнỹкерчĕксем, материалсен ячĕсем вырăнтах, тĕрĕс пулнине, вырнаçнине тишкерсе тухаççĕ. Унтан ăна алюмини пластинăсем çине куçараççĕ те хаçат цехне яраççĕ. Халăх патне çитересси Шупашкарти типографинчен хаçат ирхине района çитет. 9-10 сехет тĕлне алла тытса пăхма пултаратпăр. Хаçата халăхра валеçессипе ытларах почта ĕçченĕсем ĕçлеççĕ. Редакци курьерĕ Маргарита Чикмейкина та хаçата редакцинчен çырăннă 325 çынна çитерсе парать, вĕсем ытларах район центрĕнче ĕçлекенсем. Унсăр пуçне хаçата "Чăвашпичет" киоскĕнче, "Универмагра" туянма пулать.
Пирĕн хаçата республикăри кỹршĕ районсемпе хуласенче те çырăнса илекенсем пур. Республика тулашĕнче пурăнакансем валли меллĕ май пур, вăл - электрон çырăнтару. Çур çуллăх çырăнма - 174 тенкĕ. Компьютерпа çăмăллăнах усă куракансемшĕн хаçатăн электрон тĕсĕ питĕ меллĕ, PDF файл сирĕн пата электрон почтăпа çитет. Кун пек хаçата планшетпа, телефонпа усă курса вулама та, хут çине пичетлесе кăларма та пулать.
Хаçат çуралнă хыççăн...
Юнкун, эрнекун кăнтăрлаччен, тин çеç пиçсе тухнă хаçат пирĕн пата çитиччен эпир пỹлĕмсенче шăпăрт, тухнă номерпе отчетсем туса ларатпăр. Хаçатăн электрон тĕсне 23 çĕре ярса паратпăр, Мускава çитиех. Куршакри шăварма маннă чечексене шăваратпăр, çỹлĕк, сĕтел çинчи тусана шăлатпăр, çĕнĕ хаçатсемпе паллашатпăр. Типографинчи станок шăрши сирĕлсе пĕтмен, тин çеç пичетленсе тухнă хамăр хаçата почтăран Николай Исправников во-дитель илсе килсе парсан вăл мĕнле тухнине тишкеретпĕр, сỹтсе яватпăр. Ăнсăртран кăлтăксене асăрхасан кăмăл хуçăлать, анчах пĕр-пĕр вулакан шăнкăравласа тав тусанах е "Сирĕн хаçатра çапла çырнăччĕ..." - тесе каласанах кăмăл-туйăм çĕкленет. Унтан каллех тепĕр номере хатĕрлеме пуçлатпăр.
Тунтикун - ирех планерка. Çитес номерсене мĕнле материалсем, сюжетсем хатĕрлемеллине, камăн ăçта каймаллине сỹтсе яватпăр. Пирĕн хаçата вулаççĕ, пире шанаççĕ, пулăшма ыйтаççĕ... Çакăнта пуль журналист ĕçĕн тĕшши, тĕллевĕ?
Альбина ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"