06 апреля 2016 г.
Апрелĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче ведомство пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ канашлу ирттернĕ. Малтанах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суйлав комиссийĕсене сентябрĕн 18-мĕшĕнче суйлав йĕркелесе ирттерме пулăшасси çинчен калакан Указа алă пусни пирки пĕлтернĕ. Регион пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, документра Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавне йĕркелесе ирттерессипе çыхăннă мероприятисене палăртнă.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Алек-сандр Цветков каланă тăрăх, асăннă Указ - питĕ пĕлтерĕшлĕ документ. "Пулăшу панин пĕлтерĕшĕ пысăк, мĕншĕн тесен 2016 çулхи суйлавсем çăмăлах мар. Ĕç тăвакан власть органĕсем, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, политика партийĕсемпе общество организацийĕсем суйлава çур çул маларах хатĕрленме пуçлаççĕ", - тенĕ Александр Иванович. Михаил Игнатьев суйлава уçă, конкурентлăх йĕркине пăхăнса çỹллĕ шайра ирттермеллине аса илтернĕ.
Çавăн пекех канашлура экологи уйăхлăхĕ йĕркелес ыйту тавра та калаçнă. "Çанталăк кунран-кун ăшăтать. Юр ирĕлнĕçемĕн мĕнпур тасамарлăх, ăпăр-тапăр куç умне тухать. Çавна май территорисене тасатмаллах, тирпейлемеллех. Çак ĕçе тума укçа-тенкĕ нумай кирлĕ мар", - тенĕ Михаил Васильевич. ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, республикăри пур хулапа ялта та субботниксемпе воскресниксем йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех "Экологи хăрушсăрлăхне хỹтĕ-лемелли кунсем", "Пурăн, вăрман", "Йывăç ларт та упра ăна", "Йывăç кунĕ" йышши акцисем йĕркелеме йышăннă.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин 2016 çулхи январь-март уйăхĕсенчи потребитель хакĕсен ылмашăвĕпе кĕскен паллаштарнă. ЧР ĕçлев тата социаллă хỹт-лĕх министрĕ Сергей Дмитриев социаллă тỹлевсем пирки каласа кăтартнă. "Кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăра 651 çын "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ. Хисеплĕ çак ята панă, паратпăр, малашне те парăпăр", - тенĕ Сергей Петрович. Районта кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 17 çын "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.
Хамăр инф.
Источник: "Пирěн пурнăç"