06 апреля 2016 г.
Ака-сухана тухмалли тапхăр кунран-кун çывхарса килет. Районти ялхуçалăх предприятийĕсенче те, хресченпе фермер хуçалăхĕсенче те халĕ хĕрỹ тапхăра хатĕрленсе минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе хураççĕ, техникăна тепĕр хут тĕрĕслеççĕ, юсаççĕ. Райадминистрацин ялхуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне хуçалăхсенчи тракторсен 92 проценчĕ, груз турттармалли автомобильсен 94 проценчĕ, культиваторсен 91 проценчĕ, сеялкăсемпе плугсем 100 процент юсавлă. Çав вăхăтрах çурхи уй-хир ĕçĕсем вăхă- тĕнче хуçалăхсене 102 тонна дизель топливи (105 тонна кỹрсе хунă), 52 тонна бензин (35 тонна туяннă) кирлĕ. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене, нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарма "Коминтерн" ЯХПК 250 тонна, "Свобода" колхоз 40 тонна, "Нива" хуçалăх 60 тонна минераллă удобрени илсе килнĕ. Пĕтĕмпе районĕпе 516 тонна минераллă удобрени кирлĕ пулĕ. Яваплă та хĕрỹ тапхăра ăнăçлă ирттерме хатĕрленес ĕçсем районта малалла пыраççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"