06 апреля 2016 г.
Юлашки вăхăтра сĕт пахалăхĕ сахал мар сăмахлаттарать. Чăнах та, пушă вырăнта çуралман ку калаçусем.
Акă пĕлтĕр Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем прокуратура, Роспотребнадзор, Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле август уйăхĕнчен пуçласа çулталăк вĕçлениччен Чăваш Енре ятарласа йĕркеленĕ тĕрĕслев мероприятийĕсенче иккĕленỹллĕ сĕт тата сĕт продукцине сахал мар тупса палăртнă. Кунта чи малтанах Таможня союзĕн "Сĕт тата сĕт продукцийĕн хăрушсăрлăхĕ пирки" техника регламенчĕн требованийĕсене тивĕçтерменни пирки сăмах пырать. Юридици сăпатĕнчи çынсене те, хуçалăх-предприяти ертỹçисене те, усламçăсене те, ахаль çынна та административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Сĕт таврашĕнчен лабораторире тĕрĕслеттернĕ 43 пробăран 3-шĕ йĕркеллĕ мар. Иккĕшĕнче - соматика клеткисене, тепринче пыршăлăх патаккисене (мезофильные аэробные и факультативные анаэробные микроорганизмы) тупнă. Ку кăна-и?
Апат-çимĕç пахалăхĕн тата хăрушсăрлăхĕн патшалăх мониторингĕн планне пурнăçланă май та илнĕ пробăсенчен 7-шĕ иккĕленỹллĕ пулнă. Вĕсенче сиенлĕ япаласем тупнă. Пĕтĕмпе вара 71 сĕт тата 24 сĕт продукцийĕн пробисене лабораторисене ăсатнă. Инспекторсем чĕрĕ сĕте ветеринари докуменчĕсемсĕр сутнине тата упранине те асăрханă. Чăннипе, сĕт пахалăхсăр пулнинчен хытах тĕлĕнме те кирлĕ мар пуль. Ăна лейкозлă хуçалăхсенчен туянса кайран сĕт тирпейлекен предприятисене çитернĕ тĕслĕхсене те çиеле кăларчĕç инспекторсем плана кĕртнĕ тĕрĕслевсенче. Пĕр çĕрте хăтăлаççĕ, тепĕр вырăнта тупса палăртаççĕ. Лейкозлă хуçалăхсем вара республикăра халĕ те пур çав. Чăннипе, лейкоз - Раççейĕпех сарăлнă. Çакна чирлĕ выльăха сыввисемпе пĕрле тытнипе тата чирлĕ выльăха, çавăн пекех чирлĕ ĕнен сĕтне, унран хатĕрленĕ продукцие тепĕр региона ветеринари докуменчĕсемсĕрех (е ветеринари енĕпе саккунсене пăсса хатĕрленĕ вĕсене) илсе кайнипе çыхăнтараççĕ тĕпрен илсен.
Россельхознадзорăн инспекторĕсем чир вучахне аграри предприятийĕсенче кăна мар, уйрăм çын хуçалăхĕнче те тупса палăртаççĕ. Россельхознадзорăн пай пуçлăхĕ Надежда Емельянова каласа панă тăрăх, çулталăк хушшинче кăна республикăра çĕнĕ виçĕ чирлĕ вырăна шута илнĕ. Уйрăмах Пăрачкав районĕнче лару-тăру çивĕч. 11 ялхуçалăхĕнче паянхи кун та çак мурпа кĕрешеççĕ тесен йăнăш пулмĕ. Чире пĕтерме питĕ кăткăс. Чирлĕ выльăха пусма сĕнеççĕ специалистсем - йĕрки çавнашкал. Тăкакĕ пысăк паллах. Усси вара пурах. 2015 çулта çичĕ вырăнта чиртен хăтăлма май килнĕ: Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсенчи ялхуçалăхĕсенче тата Улатăр районĕнчи уйрăм çын хуçалăхĕнче. Чирлĕ выльăх ашĕнче тата сĕтĕнче çын-шăн сиенлĕ япаласем пур. Инфекциллĕ ĕне сĕтне лайăх вĕретмесĕр е пастеризацилеме-сĕр ĕçме юрамасть, ашне - вăрах вăхăт тата тĕплĕн пĕçермесĕр. Усал шыçăллă выльăх какайне вара утилизацилемелле кăна, теççĕ специалистсем. Çакна та асра тытăр: инфекциллĕ ĕнесен сĕтне сутма юрамасть; чирлĕ выльăха ниçта илсе каймасăрах кил хушшинчех е хуçалăхрах пусмалла.
Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"