13 апреля 2016 г.
Мартăн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Культура институтĕнче "Пултарулăх калейдоскопĕ" ятпа республикăри пĕрремĕш фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта ачасемпе çамрăксен вокалпа хореографи тата театрпа художествăллă пултарулăх коллективĕсем хутшăннă.
Асăннă фестивале районти Ачасен искусство шкулĕнче Валентина Иосифовна Грачева патĕнче пултарулăхне туптакан вокалистсем те хутшăнма кăмăл тунă. 5-мĕш класра вĕренекен Мария Аливанкинапа Кира Булаткина "Русские матрешки" юрра республикăри сцена çинче чуна çỹçен-терекен сасăпа юр-ласа куракансене тата жюри членĕсене тыткăнланă, 2-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне тивĕçнĕ. Мария Аливанкина вара пĕччен юрлама та кăмăл тунă, "Россиночка-Россия" юрра шăрантарса 2-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне илнĕ.
Çавăн пекех асăннă фестивале Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Анна Сармандейкина та хутшăннă, вырăсла тата чăвашла юрăсем шăрантарса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Раççейĕн, Чăваш Республикин культура тата вĕренỹ тытăмĕнчи паллă çыннисем, жюри членĕсем вĕренекенсен ăсталăхне курса кăмăллă юлнă. Чутай тăрăхĕн пултаруллă та уçă саслă "шăпчăкĕсене" тата вĕсене кĕвĕ искусствин вăрттăнлăхĕсене вĕрентсе пыракан ертỹçине фестивальте палăрнă ятпа чунтан саламлатпăр, малашлăхра ăнăçусем сунатпăр.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"