13 апреля 2016 г.
Ахальтен мар çĕрулмие иккĕмĕш çăкăр теççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче çĕрулми нумай çынна выçлăхран çăлса хăварнă. Çĕрулмипе хальхи вăхăтра çĕр çинчи 3 млрд ытла çын усă курать, ăна 150 çĕршывра лартса ỹстереççĕ.
Чăваш Республики - çĕрулми лартса ỹстерсе илес енĕпе палăрнă регион, кунта çитĕнтернĕ продукци ыйтаслăхĕпе туянаслăхĕ яланах пысăк пулнă, халĕ те çаплах. Ахальтен мар 2009 çултан пуçласа кашни çулах Шупашкарта çĕрулми куравĕсене, çак культурăпа ĕçлекен хамăр çĕршыври тата ун тулашĕнчи ученăйсемпе практиксен конференцийĕсене йĕркелесе ирттереççĕ. Хальхи вăхăтра республикăра çак культурăна тухăçлă çитĕнтерсе унран лайăх тупăш илесси çине уйрăмах Патăрьел, Комсомольски, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски, Çĕрпỹ, Муркаш, Куславкка районĕсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Элĕк районĕнчи пилĕк фермер кăна çулсерен 800-900 гектар таран çĕрулми лартса тăвать.
Патăрьел районĕ 2016 çулта иккĕмĕш çăкăр культурин лаптăкне ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресченпе фермер хуçалăхĕсенче 1556 гектара çитерме палăртнă. Сухаламалли çĕрсен лаптăкĕ мĕн чухлине шутласан, пирĕн вĕсемпе танлашма çĕрулмине кăçал валли палăртнă пек 20,5 гектар çинче мар, 650 ытла гектар çинче туса илмелле. Хальхи вăхăтра, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çĕрулми çитĕнтерсе унран пысăк тухăç тата тупăш илессипе уйрăмах Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю", Вăрмар районĕнчи "Санарис", "Мураты" агрофирмăсем, Çĕрпỹ районĕнчи "Колос", Патăрьел районĕнчи "Труд", Красноармейски районĕнчи "Таябинка", Муркаш районĕнчи "Ударник", Куславкка районĕнчи "Семенов", Элĕк районĕнчи "Исаев", "Журавлев" фермер хуçалăхĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Планлă экономика тапхăрĕнче район кашни çулах çĕрулмие пысăк лаптăк çине лартатчĕ. Вăл колхозсемпе совхозсене сахал мар тупăш паратчĕ. Çĕрулми тухăçлă тата тупăшлă культура пулнине эпĕ "Марксист" (1981-1990 çулсенче), "Свобода" (1990-1995), "Аккозинское" (1995-1998) хуçалăхсен ертỹçинче ĕçленĕ вăхăтри хамăн опытпа та çирĕплетсе пама пултаратăп. Çĕрулмие çулсерен 200 гектар ытла лаптăк çинче лартса илеттĕмĕрччĕ, çанталăка кура вăтам тухăç гектар пуçне (119 центнер) районăн вăтам кăтартăвĕнчен яланах пысăкрах пулатчĕ. Хамăр шыраса тупнă клиентсемпе калаçса татăлса туса илнĕ продукцие тупăшлă хаксемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтессине вырнаçтараттăмăр, вăл шутра Кубăна та ăсататтăмăр. Çĕрулми туса илнисĕр пуçне ăна халăхран хамăр тунă шурă çăнăхпа, хуратул кĕрпипе, тырăпа, нумай çул ỹсекен курăксен вăррисемпе, сахăрпа улăштарса пухаттăмăрччĕ. Çак ĕçпе Хĕрлĕ Чутай салинчи О.И.Агашкина нумай çул хушши пире пулăшрĕ.
Шел те, самана улшăнчĕ, хăш-пĕр хуçалăхсем пĕтсе ларчĕç. Тахçан çĕрулми ỹстерсе илнĕ, кăларнă çĕрте усă курнă оборудованисемпе хатĕрсене, техникăна сутса ячĕç е тимĕр-тăмăра ăсатрĕç. Иртнĕ çул вара районта пĕр ялхуçалăх предприятийĕ те çĕрулми лартассипе ĕçлемен. "Иккĕмĕш çăкăра" хресченпе фермер хуçалăхĕсем кăна пĕтĕмпе 20 гектар лартнă.
Республика влаçĕ темиçе çул каяллах Чăваш Енре кашни çулах 1 млн тонна тырă тата 1 млн тонна çĕрулми туса илес задача лартнă. Апла пулсан, çĕр лаптăкĕ мĕн чухлĕ пуррине шутласан пирĕн районăн та çулленех тырă тата çавăн чухлех çĕрулми туса илмелле. Анчах та хальлĕхе ĕç сỹрĕкрех пырать-ха.
Эпĕ халĕ пенсионер. Килти хуçалăхра çулсерен 0,10-0,12 гектар çинче 10 ытла тĕслĕ çĕрулми лартса çитĕн-теретĕп. 2009 çултанпа Шупашкарта иртекен "Çĕрулми" курава кайса куратăп, унтан çĕнĕ сортсем илсе килетĕп. Кăçал та куравра çĕрулмин тăватă сортне туянтăм. Çĕрулмисене килти ана çинче лартса тĕрĕслетĕп, лайăх енĕсемпе палăрнă сортсене (чире пăхăнманнисене, тухăçлăраххисене) çеç хăваратăп.
И.НИКИФОРОВ, ЧР тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"