15 апреля 2016 г.
"Чавал" ентешлĕхĕн черетлĕ уявне ыран, апрелĕн16-мĕшĕнче, Шупашкарти Коопераци институчĕн Культура керменĕнче ирт-терме йышăннă. Вăл 11 сехетре пуçланмалла. Ачалăхпа яшлăх хыçа юлать те, ĕнерхи ачасем тĕнче тăрăх са-ланаççĕ. Кам вĕренỹ заведенийĕсене çул тытать е хăшĕ тỹрех ĕçлеме пикенет. Çуралса ỹснĕ кĕтесрен инçетре пурăнма юлсан та тăван ене манмаççĕ ентеш-сем. Куллен килсе çỹренипе çеç мар, хăйсен юратнă ялне, районне пулăшма та май тупаççĕ. Халăхшăн ырă ĕç пурнăçласа чăн-чăн сăваплă ĕç тăваççĕ маттурсем. Акă районта çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче "Чавал" ентешлĕх йĕркелесе янă. Паянхи кунчченех хăйĕн сăваплă миссине пурнăçлать çак пĕрлĕх, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшма хистет, хавхалантарса тăрать. - Çурхи уява Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халаллатпăр. Культура программи пуян пулĕ, унта тĕп хулари артистсем те, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнĕç. Районта пурăнакансене те, Шупашкарта тĕпленнисене те ентешлĕх уявне çитсе курма йыхравлатпăр. Пĕрре те кичемлĕх пусмĕ, тус-юлташăрсемпе, тăванăрсемпе, пĕрле вĕреннисемпе курса калаçма май пулĕ, - терĕ "Чавал" ентешлĕх председателĕ Александр Петрович Самылкин.
Источник: "Пирěн пурнăç"