АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсемпе мухтанатпăр

15 апреля 2016 г.

Аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ. Çĕнĕ малашлăха талпăнакан республикăн, пирĕн районăн та, тĕп пуянлăхĕ _ çынсем. Кам пĕлмест-ши XVIII ĕмĕрте палăрнă Ермей Рожанский вĕрентỹçĕне, çыравçăна, куçаруçăна, чăвашсен кивĕ çырулăхне йĕркелекенне! Вăл Чăваш Республикин çурçĕр енче вырнаçнă Чутайра çуралса ỹснĕ, Чулхулара вĕреннĕ, Кăрмăшра тата Етĕрнере ĕçленĕ. Пирĕн ентеш чăвашла словарьсем, тĕрленчĕксем, çырусем пичетлесе кăларнă. Çамрăксене çыру ĕçне явăçтарнă, Чулхула çĕрĕ тавра чăваш çырулăхне аталантаракан ушкăн йĕркеленĕ. XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш халăхĕ тĕрлĕ ултава тỹсни чылай чухне хут пĕлменнинчен, вулама-çырма вĕренейменрен те килнĕ. Ун чухне чăваш ачи-пăчине вĕрентме шкулсем пачах пулман темелле. "Пысăк вырăнта" ларакансене çакă пĕрре те шухăшлаттарман.

Халăха вĕрентес шухăш-кăмăллă çынсем хушăран çеç тупăнкаланă. Çавăн йышши çынсенчен пĕри, шăпах пирĕн районтан, Хĕрлĕ Чутайри чиркỹре ĕçленĕ Николай Базилевский пуп пулнă. Вăл училище çурчĕ пулманран малтан ачасене хăйĕн килĕнче вĕрентсе пурăннă. Каярахпа хăй укçипе училище çуртне туса лартнă, инçетри ял ачисене хваттер тупса панă. 1821 çулта кунта 18 чăваш ачи вĕреннĕ. Çав тапхăрта çавнашкал шкулсем урăх районсенче пулни хальлĕ-хе паллă мар. 1840-мĕш çулсенче чăвашсен илемлĕ литературинче "Чăваш эпир полтăмăр" сăвă паллă вырăн йышăннă. Çак сăвва пирĕн районти Штанаш ялĕнче удел приказĕн тиекĕнче ĕçлесе пурăннă Максим Федоров çырнă тесе шутлаççĕ. Çапла вара кивĕ çырулăх тапхăрĕнчех пирĕн ентешсем пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Чăваш Республикин сумне те çĕнĕ шая çĕкленĕ, халĕ те çаплах. Х

ĕрлĕ Чутай çĕрĕн сĕткенĕпе ỹссе район чысĕпе сумне çĕклекенсем паянхи кун та сахал мар. Вĕсене ятран асăнмасăр иртме май çук. Акă Елена Османова, Александр Самсонов, Михаил Иванов, Зоя Спиридонова, Иван Шинжаев, Ирина Шинжаева, Юлия Юнисова, Надежда Никитина тата ытти юрăçсен юррисене чăваш халăхĕ итлесе киленет. Çавăн пекех хальхи вăхăтра икĕ Чутай пики - Тралькассинчи Галина Иванова (Катейкина) тата Вырăсушкăнчи Елена Кузьмина (Леонтьева) - "Асамат" эстрада ушкăнĕнче юрлаççĕ. Регина Чишкина та чăваш патшалăх ташăпа юрă ансамблĕнче юрлать, ташлать. Культурăра пĕрремĕш утăмсем тăвакансем те пур.

Республикăра Туканашра çу- ралса ỹснĕ Анатолий Данилов художника пĕлмен çын та çук пуль. Вăл ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕн деканĕ. Унăн тăван ен культурипе пурнăçне сăнлакан ĕçĕсене тĕрлĕ куравсенче асăрхама пулать. Асăннă факультетрах Хăмарккара çуралса ỹснĕ Венера Сандомирова студентсене вĕ-рентет. Екатерина Хабарова (Погодейкина), Андрей Медве-дев ентешсем те пурнăçĕсене ỹнерпе çыхăнтарнă, вĕсем - художник-реставраторсем.

Пирĕн тăрăхран тухнă, пур-нăçĕпе ĕç-хĕлне театрпа тата кинопа çыхăнтарнă ентешсенчен вара чи малтанах Вячеслав Оринова асăнмалла. Вăл чылай çул Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрне ертсе пычĕ, халĕ ЧР культура министрĕн çумĕнче вăй хурать. Унсăр пуçне Юрий Михеев ентеш те кино ỹкерет.

Радиора та пирĕн ентешсем пур. Малтанах халăх юратса итлекен "Ăраскал" передача пирки калас килет. Ăна пуçарса яраканĕ пирĕн ентешĕмĕр _ Венера Большова. Вăл Мăн Этмен ялĕнче кун çути курнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан вăл радиора ĕçлеме тытăннă. Малтанах куçаруçă, редактор, председатель çумĕ, унтан сакăр çул хушши телерадио комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ. В.Н. Оринов та çак передачăна нумай çул хушши ертсе пычĕ.

Илемлĕ литературăна ата-лантаракансем хушшинче уйрăмах И.Лисаев, П.Ялкир йĕр хăварнă. Унсăр пуçне Зоя Сывлăмпи (Алексеева), Земфира Яковлева, Леонид Волков ентешсен пултарулăхĕ те çăлкуç пекех тапса тăрать.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра тĕп хуламăрта пурăнакан ытти паллă çынсене те асăнас килет. Вĕсем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи П.В.Ивантаев, антимонополи службин Чăваш Енри федераллă управленийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов, хĕрлĕ-чутайсен "Чавал" ентешлĕх пĕрлешĕвĕн председателĕ Александр Самылкин, Раççей резервĕн Атăлçи федераци округĕн Шупашкарти "Буревестник" комбиначĕн директорĕ Юрий Кудряшов, "Своя типография" ертỹçи Владимир Савинкин, "Сельский комфорт" ТЯО ертỹçи Владимир Фон-деркин, "Хăнара" кафе хуçи, уйрăм предприниматель Галина Морозова тата ыттисем.

Чăннипех, пирĕн пултаруллă ентешсем нумай, эпир вĕсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Анчах та пурне те пĕлсе çитерейместпĕр, уншăн каçару ыйтат-пăр. Кашни çул иртекен хĕрлĕ-чутайсен ентешлĕх уявĕ пурне те пĕр çĕре пĕтĕçтерсе, тăванлантар-са тăрасса шанса тăратпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика