15 апреля 2016 г.
Штанаш ялĕ Çĕмĕрле еннелле тăсăлакан пысăк вăрмантан инçех мар вырнаçнă. Вăрман варринче хăй вăхăтĕнче Майское лесничество вырнаçнă. Штанашри вăтам шкул коллективĕ Майское лесничествăпа çыхăнса шкул лесничестви йĕркелесе янă. Ăна шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Леонид Емельянович Егоров ертсе пынă. Шкул ачисем çулленех вăрманта йĕкел пуçтарнă, эмел курăкĕсем хатĕрленĕ, вăрман хуçалăхĕ ыйтнипе вăрмантан тĕрлĕ йывăç кăкласа килсе таврари çырма-çатрара йывăçсем лартнă.
Çак кунсенче мана хăй вăхăтĕнче Штанашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Елизавета Петровна Грузинова шкул пурнăçĕпе çыхăннă пĕр сăнỹкерчĕк парнелерĕ. Сăнỹкерчĕк çинче вăрман хĕрринчи уйра тăракан учительсен пĕр ушкăнĕ.
"Вăрçă чарăнни 20 çул тултарнă ятпа шкулти ВЛКСМ комитечĕ пуçарнипе Упукушкăнь ялĕнче çуралса ỹснĕ, Штанашри вăтам шкулта вĕреннĕ Алексей Романович Логинов Совет Союзĕн Геройне халалласа ятарлă вăрман лаптăкĕ лартса хăварма шутларăмăр", - аса илет Леонид Емельянович Егоров. Вăрман хуçалăхĕ Майское лесничество еннелле каймалли çулăн сылтăм енче пĕр гектар çĕр уйăрса парать. Шкул ачисемпе учительсем пĕр хĕвеллĕ кун лиственница лартса хăвараççĕ. Участок йĕри-тавра ятарлă карта та тытса çавăрнă. Умне Алексей Логинов сăнне ỹкернĕ тата унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартакан ятарлă щит, юнашар ку посадкăна хăçан тата кама халалласа лартни пирки çырнă тепĕр щит вырнаçтарнă.
"Шел пулин те, ку вăрман упранса юлаймарĕ, çавăнпа та 1975 çулта çав вырăнтах çĕнĕрен хыр вăрманĕ лартрăмăр. Хырсен пĕр пайне пилĕк юплă симĕс çăлтăр пек вырнаçтартăмăр, "çăлтăр" варрине хырсемпе "30 лет" тесе çыртăмăр", - аса илет ветеран. Çак вырăнтан инçех мар, 20-мĕш кварталта, шкул лесничествин членĕсем В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнă ятпа та хыр вăрманĕ лартса хăварнă.
Шкул лесничестви хăй вăхăтĕнче вырăнти "Маяк" колхоз территорийĕнчи 12 гектар çинче те вăрман лартса ỹстернĕ. Ку вăрман Упукушкăнь больници çывăхĕнчи çырманалла вырнаçнă, кунта ачасем 2550 хурăн лартса хăварнă.
1975 çулта колхоз хăйĕн вăйĕпе Культура çурчĕ çĕклесе лартать. Çак çурт умĕнче ешерекен шурă хурăнсене те шкул ачисем лартнă. 8-мĕш класс ачисем вăрмантан ятарласа 2 метр çỹллĕш яштака хурăнсем кăларса килнĕ, аллейăна шкултан вĕренсе тухакан вуннăмĕшсем лартса хăварнă. Çавăн пекех Культура çурчĕ хыçĕнчи шкул стадионĕ йĕри-тавра вăрçăри çапăçусенче пуçĕсене хунă салтаксен ячĕпе 970 хурăн лартнă. Халĕ шурă хурăнсем ешĕл тумĕсемпе халăха савăнтарса лараççĕ, вĕсем хушшинче тĕрлĕ кăмпа-çырла та пуçтарма пулать.
Галина ЗОТОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"