20 апреля 2016 г.
Çуркуннехи хĕрỹ ĕç вăхăчĕ сисĕнмесĕрех çитрĕ. Апрелĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăри 19 районта çуркуннехи ĕçсене тытăннă та ĕнтĕ. Вĕсем кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ, сỹрелеççĕ.
Пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсем те паян тесен паян уя тухма хатĕр. Анчах та çĕр типсе çитеймен пирки кăшт тăхтама тивет. Сăмах май, кашни çулах эпир (çавăн пекех Етĕрне, Элĕк районĕсем) çĕр йĕперех пулнипе ытти районсенчен 7-10 кун каярах юлса ĕçе пуçăнатпăр. Паянхи кун тĕлне районĕпе 807 тонна (101 процент) вăрлăх янтласа хунă, унтан 697 тонна (86 проценчĕ) кондициллĕ. Унсăр пуçне хуçалăхсем 350 тонна минераллă удобрени, 140 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе хунă.
Хальхи вăхăтра машинăпа трактор паркĕсенчи техникăна тĕрĕслев витĕр кăларас ĕç пырать. Тепĕр эрнерен уй-хире тухма пултарасса шанатпăр.
Владимир ХРАМОВ, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"