АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванлă пулнине пĕлмен-ши?

20 апреля 2016 г.

Прокуратура район администрацийĕнче муниципаллă служащисене ĕçе илнĕ чухне коррупципе кĕрешмелли саккуна пăхăнманнине тупса палăртрĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн муниципаллă служащи чикĕсене пăхăнма, хăйĕн ĕçне пурнăçлама тивĕç. Тата унăн чарусене пăсма юрамасть. Гражданин вырăнти администрацие ертсе пыракан муниципаллă пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕпе тăванлă (ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕ, ачисем, пиччĕшĕсем, аппăшĕсем, мăшăрăн ачисем тата ачисен мăшăрĕсем) пулсан, вĕсенчен пĕри теприне пăхăнса е тĕрĕслесе тăрать-тăк вăл асăннă службăра тăма пултараймасть. Тĕрĕслев çакна тупса палăртрĕ: район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн 2015 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнчи 227 № йышăнăвĕпе строительство, çул-йĕр тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникне И. гражданина лартнă. Асăннă пайра ертсе пыракан эксперт специалист должноçĕнче унăн амăшĕ тăрăшнă. Должноçри инструкцисемпе вĕсенчен пĕри теприне пăхăнса, тĕрĕслесе тăрать. Çакă коррупципе кĕрешмелли саккуна пăсни пулать. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе райадминистрацин пуçлăхне представлени тăратрăмăр, паянхи кун ăна тĕпчеççĕ.

Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика