АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урам вăййисенче савăнчĕç

22 апреля 2016 г.

Чăваш халăхĕн культура еткерлĕхне аталантарас тата упраса хăварас, ачасен пултарулăхне анлăлатас, пĕчĕккисенче патриотизм туйăмне вăратас тĕллевпе апрелĕн 21-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче шкул çулне çитменнисен фольклор фестивалĕ иртрĕ. "Урам вăййисем" фестивале Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ тата райадминистрацин вĕренỹ пайĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Çавăн пекех фестивале хатĕрлесе ирттерес ĕçре "Пилеш" ача сачĕн педагогĕсен тỹпи пысăк пулчĕ.

Ачасен районти пĕрремĕш фольклор фестивалĕ садике çỹрекен 5-7 çулхи шăпăрлансем хушшинче талантлă, юрра-ташша ăста, чăваш чĕлхине пĕлекен тата юратакансем чылай пулнине кăтартса пачĕ. Пурĕ 11 коллектив тухрĕ сцена çине, вĕсем фестивале район центрĕнче вырнаçнă "Пилеш" тата "Хĕвел" ача сачĕсенчен, Питĕркассинчен, Серенкассинчен, Шулюран, Хăмарккаран, Ишеккассинчен, Атнартан, Хусанушкăнчен килсе çитрĕç. Илемлĕ чăваш кĕписем тăхăннă, тĕрĕллĕ саппунсем çакăн ачасем вăйă картине тăчĕç, ташласа-юрласа савăнчĕç.

Паллах, ачасене район шайĕнчи мероприятие хутшăнтарас тесе педагогсем нумай вăй хунă, çавăнпа та вĕсене ятран асăнас килет: Елена Сармандейкина, Людмила Чеблукова, Елена Пашкуртова, Елена Медакина, Ирина Михопаркина, Юлия Матвеева, Алина Сарина, Людмила Максимова, Галина Хорась-кина, Галина Сатлайкина, Нина Ярадова, Татьяна Сорокина, Ирина Ванюшкина, Елена Праулова, Людмила Герасимова, Валентина Вазикова. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те фестивале хатĕрленме пулăшнăшăн ырă сăмаха кăна тивĕç.

Жюрие ачасен чи лайăх фольклор коллективне палăртма çăмăл пулмарĕ - пурте маттур, пултаруллă. Çапах та 1-мĕш вырăна "Атьăр, вăййа тухар-и" композици кăтартса панă Атнарти "Пучах" ача садне çỹрекенсем йышăнчĕç. 2-мĕш вырăна "Телейлĕ ачалăх" композиципе Серенкассинчи "Ромашка" ача садне çỹрекенсем тухрĕç. 3-мĕш вырăн "Пилеш" ача садĕнчи "Çерçисем" ушкăнри ачасене тивĕçрĕ, вĕсем "Уçланкăра" композици кăтартса пачĕç.

Çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен тăван халăхăмăрăн юрри-ташшине, юмах-халапне, сăввисене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшĕсене ăша хывма пулăшакан фестиваль кашни çулах иртессе шанас килет. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика