АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вячеслав Оринов: "Кашни çынран килет малашнехи пирĕн пурнăç"

22 апреля 2016 г.

Апрелĕн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Малашне пирĕн района тĕп хуламăртан килекен информаци ушкăнне пирĕн ентеш, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Николаевич Оринов ертсе пырĕ. Палăртмалла, информаци ушкăнĕнче Чăваш Республикин Юстици министерствин Управленийĕн начальникĕ Дмитрий Михайлович Сержантовсăр пуçне хальлĕхе малтанхисемех.

Пĕрлехи информаци кунĕ пур ял тăрăхĕнче те иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Башкировпа ЧР культура министрĕн çумĕ В.Оринов ертсе пыракан ушкăн Хусанушкăнь ял тăрăхĕн-че пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Район пуçлăхĕпе А.Степановпа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Павлов ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхĕнче пулчĕ. Райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Т.Шереметьева ЧР информаци политикин министрĕн çумĕпе Ю.Стройковапа Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи çынсемпе курнăçрĕç. Информаци кунĕнче тишкернĕ темăсене тĕплĕнрех уçăмлатма шăпах Вячеслав Ориновран ыйтрăм.

- Тăван района кун пек шайра килни мана, пĕр енчен, савăнтарать тата, тепĕр енчен, пысăк яваплăх туятăп. Мĕншĕн тесен кашни çын хăй çуралса ỹснĕ тăван ене пулăшма тăрăшать. Тăван ен илемленсе, вăйланса пытăр тата тăван районта пурăнакансен пурнăçĕ лайăхлантăр тесе шухăшлать. Пĕрлехи информаци кунĕн темисен шутĕнче 2016 çулта граждансене социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен пулчĕ. Çак ыйту тавра чылай калаçма пулать, кĕскен каласан, патшалăх пур социаллă программăна та сыхласа хăварнă. Паянхи кун пирĕн хушăра ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисем чылаййăн.

Районĕпе илсен, паянхи кун ĕç ветеранĕн çăмăллăхĕпе 2046 çын усă курать. Республика Пуçлăхĕн 2011 çулта кăларнă Указĕ халăха самаях пулăшу пачĕ. Ĕç стажĕ çитнипе районта пурĕ 857 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулчĕ. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче вара ĕç стажĕ çитнĕ 15 çын хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Кăçал Аслă Çĕнтерĕве 71 çул çитнине уявлатпăр. Çакă пирĕншĕн - чи пысăк уяв. Пирĕн аттесемпе аннесем, маçаксемпе мамаксем çав вăрçă тапхăрне чăтса, тỹссе ирттернĕ, вĕсем пĕрле пулса хаяр тăшмана хирĕç тăрса çĕнтернĕ. Ирĕклĕх çĕнсе илтĕмĕр. Енчен те вĕсем çав вăрçа чăтса ирттермен тата пĕрле, пĕр шухăшлă пулман пулсан, паян эпир чуралăхра пулнă пулăттăмăр, е пулман та пулăттăмăр, е тата урăххи, шутлама та пĕлмелле мар... Пирĕншĕн, паянхи ирĕклĕ пурнăçпа пурăнакансемшĕн, вĕсем çав тери пысăк тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен тĕслĕхне шута илсе пирĕн паян та пĕр-пĕринпе чăмăртанни кирлĕ. Чăмăртанса, пĕр-пĕрне ăнланса, тарăхмасăр, çынлăха çухатмасăр, хамăр тĕп çул-йĕре тытса пымалла. Майăн 9-мĕшĕнче уява кирлĕ шайра ирттерсе ярасчĕ. Мĕн тумалла-ха?! Шел пулин те, районти вăрçă ветеранĕсем пирĕнтен уйрăлсах пыраççĕ. Паянхи кун вĕсем 10-ăн. Пирĕн вĕсене тимлĕх ытларах уйăрмалла, кирлĕ пулăшăвне те памалла. Ку пирĕн тивĕç. Кашни ял тăрăхĕнче вăрçă паттăрĕ-сене халалланă палăксем пур. Палăксем йĕри-тавра тирпейлемелле, сăрласа çĕнетсе тăмалла. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене асăнса йывăç лартмалла. Хусанушкăнчи Николай Иванович Ванюшкин каланă тăрăх, хăй тĕллĕн вăл пĕлтĕр - 80, кăçал 40 ытла йывăç лартнă. Ахальтен мар каланă, арçыннăн ывăл ỹстермелле, çуртпа йывăç лартмалла.

Информкунăн программипе килĕшỹллĕн пушар пирки те тимлĕхе çухатар мар тесе чĕнсе калас килет. Ытти районсемпе танлаштарсан, пирĕн районта ытларах пушар тухни самаях пăшăрхантарать. Электропралуксене çĕнетмелле, кăмакасене юсаса тăмалла, типĕ курăка çунтарассипе те тимлĕ пулмалла.

Пĕрлехи информаци кунĕнче çынсене чылай ыйту пăшăрхантарни сисĕнчĕ. Тĕлпулусенче çынсем ытларах вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пачĕç, хуравне те вырăнтах илме пултарчĕç. Сăмахран, Тури Çĕрпỹкассисене çул ыйтăвĕ калаçтарать, мăнэтменсене шкулта интернет ĕçлеменни пăшăрхантарать. Паллах, çак тата ытти ыйтусене пирĕн татса памаллах.

Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн: ял çыннисен, районта пурăнакансен, хăйсене тĕллĕн пăрахнă тесе шутламалла мар. Пăшăрхантаракан ыйтусем пур пулсан вĕсене çĕклес, татса парас пулать. Район пуçлăхĕсем патне килмелле, вăтанса тăмалла мар. Кирлĕ пулсан республика шайĕнче те татса пама пултаратпăр, тархасшăн, эпĕ те района тăтăшах килсе çỹреме хатĕр, пулăшăп сире. Тăван районшăн ытларах ырă ĕçсем тăвасчĕ. Çак тĕллевпех, çынсен ыйтăвĕсене татса парас тесе, информкунне пысăк ушкăнпа килтĕмĕр, малашне те килĕпĕр.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче суйлав пулать. Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ сене суйлăпăр. Кунта та, паллах, камшăн сасăламалли пирки пĕлни те кирлĕ. Çавăн пекех хамăрăн Конституципе килĕшỹллĕн, хамăрăн правăпа усă курса суйлава хутшăнмаллах. "Эпĕ каймасан та...", - тейĕç теприсем. Çук. Кашни çынран килет малашнехи пирĕн пурнăç.

А.САН.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика