22 апреля 2016 г.
Саккун нормисене улшăнусем кĕртнĕ пирки федераллă çăмăллăхçăсене уйăхсерен паракан компенсаци виçине те пысăклатнă.
Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсене илес пулсан вĕсен компенсаци виçине çурт-йĕр пулăшăвĕ-сен, коммуналлă пулăшусен çăмăллăхĕсене шута илсе палăртаççĕ.
Енчен те вăрçă инваличĕ Хĕрлĕ Чутай салинче хăйĕн харпăрлăхĕнчи пĕр пỹлĕмлĕ хваттерте (34 тăваткал метр) мăшăрĕпе пĕрле пурăнать пулсан, унта газ плити тата хутса ăшăтмалли тĕп тытăм-тăк çăмăллăх виçине çапла шутласа параççĕ: кил-çурта пăхса тăнăшăн тариф 1 тăваткал метршăн 11,72 тенкĕпе танлашать. Февраль уйăхĕшĕн 398,48 (11,72х34ç398,48) тенкĕ хушса тỹлемелле тунă. Çăмăллăх виçи 199,24 (398,48:2ç199,24) тенкĕ пулать.
Тĕслĕхрен, коммуналлă пулăшусен çăмăллăх виçине çапла шутласа параççĕ:
1) сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн: усă курмалли виçе - уйăхне пĕр çын пуçне 8,84 кубла метр, тĕрĕссипе пĕтернĕ - 5 кубла метр, тариф - 16,73 тенкĕ. Февраль уйăхĕшĕн 83,65 (16,73х5ç83,65) тенкĕ тỹлемелле тунă. Шывпа палăртнă виçерен сахалрах усă курнă, çăмăллăх - 41,82 (83,73:2ç41,82) тенкĕ - хушса тỹлемелле тунă суммăн 50 проценчĕ;
2) шыв юхтарнăшăн: норма - пĕр çын пуçне 8,84 кубла метр, тĕрĕссипе усă курнă - 5 кубла метр, тариф - 23,23 тенкĕ, хушма тỹлев - 76,15 (23,23х5ç116,15) тенкĕ. Асăннă пулăшупа нормăран сахалрах усă курнă, çăмăллăх виçи _ 58,07 (116,15:2ç58,07) тенкĕ;
3) электричествăпа тивĕçтернĕшĕн: усă курмалли норма - пĕр çын пуçне сехетре 95 кВт, тĕрĕссипе усă курнă - сехетре 200 кВт, тариф - 1,96 тенкĕ, хушса тỹлемелле тунă сумма - 392 (1,96х200ç392) тенкĕ. Электроэнергие палăртнă нормăран ытларах пĕтернĕ, çавăнпа та çăмăллăх виçине чарусене шута илсе тунă _ 186,20 (1,96х95х2):2ç186,20) тенкĕ;
4) хутса ăшăтнăшăн: норма - тăваткал метршăн 0,05652 Гкал, тариф (1 Гкалшăн) - 1302 тенкĕ, 34 тăваткал метрлă хваттер валли усă курмалли норма - 0,05652х34ç1,92 Гкал, тĕрĕссипе пĕтернĕ - 0,88 Гкал. Палăртнă нормăран ытларах пĕтернĕ, çавăнпа та çăмăллăх виçине чарусене шута илсе тунă - 1302х1,92:2ç1249,92 тенкĕ;
5) газпа тивĕçтернĕшĕн: норма - пĕр çын пуçне 10 кубла метр, тариф - 5,04 тенкĕ, тĕрĕссипе пĕтернĕ - 10 кубла метр, хушса тỹлемелле тунă - 50,4 (5,04х10ç50,4) тенкĕ, палăртнă нормăран сахалрах пĕтернĕ, çăмăллăх виçи - 50,4:2ç25,2 тенкĕ;
6) капиталлă юсав ĕçĕсем тумашкăн: тариф - 5,5 тенкĕ, хушса тỹлемелле тунă - 187 (5,5х34ç187) тенкĕ, çăмăллăх виçи - 187:2ç93,5 тенкĕ. Январь уйăхĕшĕн компенсаци виçи çапларах пулать: 199,24+41,82+58,07+186,2+1249,92+25,2+93,5=1853,95 тенкĕ.
Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"