АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канма та, пахчара ĕçлеме те вăхăт пулĕ

27 апреля 2016 г.

Май уйăхĕн пуçламăшĕнче уявсемпе çыхăннă вăрăм канмалли кунсем пулнине хăнăхнă ĕнтĕ эпир. Çавăнпа та аса илтеретпĕр, кăçал та Çуркуннепе ĕç тата Çĕнтерỹ уявĕсенче темиçешер кун канăпăр - уявсенче савăнма та, анкартинче ĕçлеме те вăхăт пулĕ.

Çакна та ан манăр: кăçал православи тĕнне тытса пыракансен тĕп уявĕсенчен пĕри, Мăнкун, Майăн 1-мĕшĕпе, Çуркуннепе ĕç уявĕпе, пĕр кунта килет. Çитес вăхăтрах эпир тăватă кун канăпăр - апрелĕн 30-мĕшĕнче тата майăн 1-3-мĕшĕсенче. Юнкун, майăн 4-мĕшĕнче, ĕçе тухăпăр та виçĕ кун ĕçленĕ хыççăн виçĕ кун - майăн 7-9-мĕшĕсенче - канăпăр. Майăн 10-мĕшĕнче, ытларикун, ĕçе тухатпăр - пире каллех кĕске ĕç эрни кĕтет. Палăртмалла, кун пек канмалли кунсем эрнере пилĕк кун ĕçлекенсене çеç пырса тивеççĕ. Çавăн пекех асра тытăр - майăн 6-мĕшĕнче ĕç кунĕ пĕр сехет кĕскерех пулмалла.

А.ТИМОФЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика