27 апреля 2016 г.
Иртнĕ кĕçнерникун Вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ пулнă май Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн федераллă Канашĕн членĕ Вадим Николаев тата патшалăх, муниципаллă власть представителĕсем хутшăннипе савăнăçлă мероприяти иртнĕ.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вырăнти хăйтытăмлăх институчĕ территорисен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнине çирĕплетнĕ. Халăха пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене васкавлăн татса парасси, муниципалитетсенчи пурнăç пахалăхне тата унăн шайне ỹстересси, эппин обществăри çирĕплĕх те, шăпах çак шайри власть представителĕсен ĕç тухăçлăхĕнчен килнине палăртнă.
- Паян вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче 2,5 пин служащи вăй хурать. Çак йыш ытти регионсемпе танлаштарсан нумай мар. Çав хушăрах эпир служащисен ĕç тухăçлăхĕпе лайăххисен шутĕнче. Çавăн пекех муниципаллă служащисен 30 проценчĕ 35 çула çитмен сотрудниксем, - тенĕ Михаил Васильевич.
Унтан вăл вырăнти хăйтытăмлăх органĕ сенче ĕçлекенсене патшалăх наградисем парса чысланă. Çак йышра хĕрлĕчутайсем те пур. Райадминистрацин кадрсен, йĕркелỹпе тĕрĕслев секторĕн заведующийĕ Светлана Князькова, райадминистрацин экономика пайĕн тĕп специалисчĕ Лилия Романова муниципаллă службăра тỹрĕ кăмăлпа нумай çул тата тухăçлă ĕçленĕшĕн ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата сехете тивĕçнĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"