27 апреля 2016 г.
Чăвашпотребсоюз РФ Центросоюзĕн 2015 çулхи Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвĕн пĕтĕмĕшле аталану ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çĕршыври 76 потребсоюз хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавна май Центросоюзăн куçса çỹрекен ялавне тата Свидетельствăна Валерий Павлова Раççейри потребительсен обществисен представителĕсен пухăвĕнче Центросоюз Канашĕн председателĕ Евгений Кузнецов панă.
Чăвашпотребсоюзăн организацийĕсем нумай отрасльлĕ ĕç-хĕл тытса пыраççĕ, ваккăн тата курттăм суту-илĕве, обществăлла апатланăва, производствăна, хатĕрлев отрасльне аталантараççĕ, кадрсене хатĕр-лессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл калăпăшĕ 3 процент хăпарнă, 11 млрд тенкĕпе танлашнă. Халăхран, коллективлă тата фермер хуçалăхĕсенчен 1,1 млрд тенкĕлĕх ялхуçалăх продукцийĕ тата чĕртавар туяннă. Ял халăхне ялхуçалăх продукцийĕшĕн 658 млн тенкĕ тỹленĕ. Çакă 4 пине яхăн ял çыннин çулталăкри ĕç укçи- йĕпе танлашать.
Потребкооперацин пĕр уйрăмлăхĕ-сенчен пĕри - ял çыннисене (вăл шутра аякра пурăнакансене те) таварсемпе тата пулăшусемпе тивĕçтересси. Пур шайри бюджетсене иртнĕ çул кăна 700 млн тенкĕ налук тỹленĕ. Чăвашпотребсоюз республикăри 8 пине яхăн çынна ĕçпе тивĕçтерсе тăрать. Паян коопераци предприятийĕсем кăларакан продукци "Vкусная Линия" брендпа та тухса тăрать.
"Çак çĕнтерỹ - пĕтĕм коллективăн ĕç кăтартăвĕ, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика правительстви, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем, Раççей Центросоюзĕ пулăшса тĕрев пани. Çакă пире Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать", - тенĕ наградăна тивĕçнĕ хыççăн Валерий Павлов.
Етĕрне райповĕн кооператорĕсем те асăннă çĕнтерĕве хăйсен тỹпине хывнă. Иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕсем республика ăмăртăвĕнче тавар туянассипе иккĕмĕш, сĕт пухассипе пĕрремĕш, алкогольсĕр сĕткенсен производствинчи чи лайăх кăтартушăн иккĕмĕш вырăн йышăннă. РФ Центросоюзĕн ăмăрту пĕтĕмле-тĕвĕсемпе потребительсен обществисем хушшинче (вĕсем - 3 пин) Чăваш-потребсоюзăн Элĕк райповĕ пĕрремĕш, Ишлей райповĕ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Çак çитĕнỹсем потребительсен обществисен материаллă тата техника никĕсне упрассинчи, инноваци проекчĕ-сене пурнăçа кĕртессинчи, производствăна модернизацилессинчи ĕç кăтартăвне çирĕп-летсе параççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"