27 апреля 2016 г.
Эпир, районти суд приставĕсем, ГИБДД сотрудникĕсемпе, полици ĕçченĕсемпе кăçал пĕрлехи 16 рейд ирттертĕмĕр, июль уйăхĕччен тата 10 рейд ирттересшĕн. Çавăн пекех 10 автомашинăна арестлеме пултартăмăр. Çакнашкал ятарлă рейдсенче 1 млн та 800 пин тенкĕлĕх 130 ĕçе пĕтертĕмĕр. Хальхи вăхăтра суд приставĕсемпе полици ĕçченĕсем хушшинчи электронлă çыхăну питĕ ăнăçлă ĕçлет. Тỹлемелли вăхăчĕ иртсе кайнă мĕнпур административлă айăплавсем, штрафсем тỹрех суд приставĕ патне килеççĕ. Çавăнпа та граждансен суд приставĕсен республикăри управленийĕн сайтĕнче "Банк данных исполнительных производств" сервисне кĕрсе хăйсен парăмĕсене сăнасах тăмалла, çак "ФССП" программăна телефон çине те çырса хума пулать.
Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăрхаттарса хăвармалла, 2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕнчен тепĕр саккун вăя кĕчĕ. Унпа килĕшỹллĕн алимент тата 10 пин тенкĕрен ытларах штраф пуçтарăнса кайнисене вăхăтлăха водитель прависĕр те хăвараççĕ. Урăхла каласан, парăма пулах çуран та çỹреме тивет. Май уявĕсене ыр кăмăлпа ирттерес тесен парăмсене вăхăтра татмалла.
Е.ИВАНОВ, районти суд приставĕсен пай начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"