27 апреля 2016 г.
Чернобыльти аварие сирме хутшăннисенчен пĕри вăл - паянхи кун Хĕрлĕ Чутай салинче тĕпленнĕ Дмитрий Романов. 1987 çулта вăл çемйипе Шупашкарта пурăннă, водительте ĕçленĕ. Чернобыльте инкек пулнă çĕре республикăри çар комиссариачĕн повесткипе кай-нă май 25 çулхи çамрăк килĕнче Лилия мăшăрĕпе Евгений ывăлне хăварнă.
- 1987 çулхи июль уйăхĕнче эпир Чернобыле республикăран тăваттăн тухса кайрăмăр. Шел те, паянхи кун вĕсенчен пĕр эпĕ çеç пурăнатăп. Ликвидаторта эпĕ виçĕ уйăх хушши ĕçлерĕм. Унта пирĕнне радиаци виçине тĕрĕслесех тăратчĕç. Чи пысăк виçене çитсен мана киле ячĕç, - аса илет Дмитрий Михайлович çав синкерлĕ вăхăта.
Тĕнче историйĕнчи чи пысăк техногенлă аварие сирнĕ çĕре хутшăннăшăн Дмитрий Романова Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех унăн кăкăр çине çакмалли паллăсем те пур. 1989 çулта Романовсен çемйи Хĕрлĕ Чутай салине куçса килнĕ. Малтанласа вĕсем хваттерте пурăннă, унтан вара, пирĕн районтах тарăн тымар яма шут тытнăскерсем, çурт çĕкленĕ. Ку ĕçре вĕсене чернобылецсене кил-çурт условийĕсене лайăхлатма паракан сертификат пулăшнă.
Дмитрий Михайлович Чернобыльтен таврăнсан Романовсен çемйинче иккĕмĕш ывăлĕ Юрий çуралать. Хальхи вăхăтра Лилия тата Михаил Романовсен ачисем ỹссе çитсе çунат сарнă ĕнтĕ, ашшĕ-амăш йăвинчен вĕçсе тухнă. Тăван киле вĕсем хăйсен çемйисемпе час-часах çитсе кураççĕ. Çапла вăл вăхăт - ерипен пулсан та иртет. Чернобыль аварийĕпе çыхăннă историллĕ пулăмсем те аякках кайса пыраççĕ. Астăвăм кăна яланлăха. Ыратакан сыпăсене вара вăхăт та сиплеймест...
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"