29 апреля 2016 г.
Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнче капмар çуртра вырнаçнă "Хĕвел" ача садне кулленех шкул çулне çитмен 160 яхăн ача çỹрет. Паянхи кăларăмра эпир кунти лару-тăрупа паллаштарас терĕмĕр. Çĕнĕ ача сачĕ пирки ашшĕ-амăшĕн шухăш-кăмăлĕ епле пулни те интереслентерчĕ пире.
Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ:
- Юлашки çулсенче "Единая Россия" парти пулăшнипе, депутатсем тăрăшнипе районта сахал мар курăмлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр, вăл шутра нумай хваттерлĕ çуртсем, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн пристройĕ, ача сачĕ тата ытти те. Районта нимĕн те тумаççĕ теме май çук. Ача-пăча садне Кивĕ центрта лартнишĕн пăшăрханса калаçакансем пур, паллах. Кашни çыннăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ: пĕри инçерех тесе ỹпкелешет, теприне тата мĕн те пулин килĕшмест. Халăх сỹтсе явать пулсан, эппин, эпир ĕçлетпĕр. Кам ĕçлемест, çав кăна йăнăшмасть теççĕ. Çапах та ача садне туман пулнă пулсан, урăхла калаçу пулатчĕ. Халĕ вара пирĕн çавăн пек калăпăшлă ĕçсене пурнăçа кĕртме май килнĕшĕн тав тумалла, савăнмалла.
Алена ВАСИЛЬЕВА, "Хĕвел" ача сачĕн заведующийĕ:
- "Хĕвел" - ача сачĕ кăна мар, ачасене аталантармалли центр. Çапла çирĕппĕнех калама пулать, мĕншĕн тесен кунта хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă. Ачасен ỹсĕмне шута илсе аталантармалли тĕрлĕ инвентарь чылай. Кунта апат блокĕнче пĕтĕм çĕнĕ чашăк-тирĕк тутăхман хурçăран, теттесем те çĕннисем. Сăмах май, Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви тĕрлĕ инвентарь, чашăк-тирĕк, теттесем... туянма 1 миллион та 900 пин тенкĕ уйăрчĕ. Медицинăпа логопед, психолог кабинечĕсем пурри те питĕ лайăх. Кашни ушкăнрах питĕ хăтлă туалет пур, унта пĕтĕмпех ачасен ỹсĕмне шута илсе вырнаçтарнă, халĕ çирĕп ыйтнă пек туалет кабинисене пỹлнĕ. Кун пеккине хулари хăш-пĕр ача сачĕсенче те кураймăн. Пĕр сăмахпа каласан, ача садне хальхи требованисемпе тунă. Палăртса хăвармалла, паянхи куна "Хĕвел" ача сачĕ кулленех 160 яхăн пепкене ăшшăн йышăнать.
Зинаида ФЕДОРОВА, иккĕмĕш ушкăн воспитателĕ:
- Кунта ĕçленĕ май, çĕнĕ ача сачĕ пирки тулли кăмăлпа ырă сăмахсем кăна калама пултаратăп. Ачасене тĕрлĕ енлĕн аталантарма условисем çителĕклĕ. Кунта сĕтелĕ-пуканĕ те ачасен çул ỹсĕмĕсемпе килĕшсе тăрать. Çĕнĕ теттесем нумаййи, пысăк акт залĕпе спорт инвентарĕ пурри, кăритурпа ушкăн пỹлĕмĕсем ирĕклĕ те пысăк пулни кăмăла çĕклет. Халĕ пире занятисем ирттерме питĕ аван. Кашни ушкăнăн чỹрече каррисем унăн ячĕпе килĕшсе тăраççĕ. Çывăрмалли пỹлĕмсенче те илемлĕ, хăтлă. Пỹлĕмсенче ăшă пулни те савăнтарать. Çĕнĕ центрта маларах вырнаçнă "Хĕвел" ача сачĕпе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт теççĕ-и-ха. Сăмах май, манăн мăнукăм Ника та çĕнĕ ача садне кăмăлпах çỹрет.
Валентина МАКАРОВА, Питĕркассинче пурăнакан:
- Маларах кивĕ çурт ларнă, нумай йывăçлă, çỹп-çаплă вырăнта çакăн пек капмар çурт ỹссе ларни кама килĕшмĕ? Ĕçе, кăнтăр апатне, кайран каялла киле кулленех утса иртсе кайнă май куçăм савăнать. Иртен-çỹрен те ача сачĕ çине тĕлĕнсе пăхать. Хуларинчен кая мар çурт аякранах илемлĕн те мăнаçлăн курăнса ларать-çке. Хамăн аппан ывăлĕсем те çак ача садне çỹ-ренĕ май кунта кĕрсе курма та май килчĕ. Шалта та питĕ илемлĕ-çке унта. Çĕнни пур енчен те лайăхрах çав.
Екатерина РОМАНОВА, чи кĕçĕн тата иккĕмĕш кĕçĕн ушкăна çỹрекен ачасен амăшĕ:
- Ульяна тата Даша хĕрпĕрчисем çак ача садне çỹреме пуçланишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Çутă, хăтлă, ăшă ача сачĕ пур енĕпе те килĕшет. Кунта воспитателĕсем те ачасене ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Урамра вылямалли вырăнсене те лайăх йĕркеленĕ. Манăн ачасем çỹрекен ушкăн пỹлĕмĕсенче питĕ ăшă пулнишĕн эпĕ хавас. Чи пĕлтерĕшли: хĕрĕмсем кунта кашни кун савăнсах çỹреççĕ. Ача сачĕ ирхи çичĕ сехетпе каçхи çичĕ сехетчен ĕçлени те маншăн питĕ меллĕ.
Валентина МАЙОРОВА, иккĕмĕш кĕçĕн ушкăна çỹрекен ача амăшĕ:
- Пĕтĕмпех аван тесе çирĕплетсех калама пултаратăп. Александра хĕрĕм те кăмăллă. Кунта çỹреме, çĕнĕ теттесемпе выляма килĕшнине, апат тутлă çитернине пĕрре мар илтрĕм. Пỹлĕмсенче çутă, хăтлă та илемлĕ пулни те лайăх. Хальхи йышши ача садне хĕрĕм çỹреме пултарнишĕн чун хĕпĕртет.
Анна ХОРАЙКИНА, аслă ушкăна çỹрекен ача амăшĕ:
- Хĕрĕм Арина кăçал шкула кайма хатĕрленет. Пĕр çул та пулин çĕнĕ ача садне çỹреме тỹр килнишĕн савăнатăп. Кунти условисемпе эпĕ кăмăллă: хăтлă, ăшă, илемлĕ, çутă. Теттисем тем тĕрлисем те пур. Ачасене чи малтан теттесем интереслентереççĕ вĕт. Манăн хĕрпĕрчийĕм ача садĕнчен кашни кунах тулли кăмăлпа таврăнать, ирттернĕ кун пирки те хаваспах каласа парать.
Н.МИДАКОВА калаçнă.
Источник: "Пирěн пурнăç"