29 апреля 2016 г.
"Хăй чăннипех чи лайăххи пулнине ĕçĕпе кăтартса пама пултаракан, хăйĕн районĕнчи, хулинчи е пĕтĕм регионĕн-чи суйлавçăсен интересĕсене вырăнти парламентра е Патшалăх Думинче хỹтĕлеме пултарассине çирĕплетме пултаракан кăна малтанхи суйлавра çĕнтереет", - тенĕ "Единая Россия" партин Шупашкарти вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов.
Çавăн пекех, вăл палăртнă тăрăх, РФ Патшалăх Думине депутата суйлама кандидатсем тăратассипе малтанхи сасăлава кăçал профессионал политиксемпе пĕрлех çĕнĕ, çав вăхăтрах пысăк професси опычĕ пур çынсем те питĕ нумай хутшăнаççĕ. Кусем вĕсем врачсем, педагогсем, общество ĕçченĕсем _ хăйсен отраслĕсенчи проблемăсене пĕлекенсем кăна мар, вĕсене епле татса пама пĕлекенсем те. Партие çĕнĕ çынсем, хăйсен ĕçĕн профессионалĕсем килмелли пирки РФ Правительствин пуçлăхĕ, "Единая Россия" парти председателĕ Дмитрий Медведев çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансемпе тĕл пулнă чухне те каларĕ. Тĕлпулу видеоконференци мелĕпе иртрĕ, унта çĕршыври мĕнпур 85 регион представителĕ хутшăнчĕ. Дмитрий Медведев çавна палăртрĕ.
Малтанхи сасăлав вăл - политика карьери тума йышăну тунă çынсем валли хăйсен кандидатурине хăйсем тĕллĕн сĕнме тата суйлава хутшăнма май туса пани. Вăл çакна та аса илтерчĕ. "Единая Россия" малтанхи сасăлавпа çĕршыв талккишĕпе пуçласа усă курать, çакна ăнланса тата партие çĕршыври май пур таран ытларах çĕнĕ граждан килме пултартăр тесе туса ирттерет. Дмитрий Медведев каланă тăрăх, малтанхи сасăлав тапхăрĕнче пĕтĕмпе виçĕ пине яхăн кандидатура суйласа илнĕ. Вăл шутран икĕ пин çынна яхăн - кусем вĕсем "Единая Россия" парти членĕсем тата пĕр пин çын - партире тăманнисем, анчах та "Единая Россия", Президент тытса пыракан политика майли-сем, çĕршывăн политика пурнăçне хутшăнма хатĕррисем.
Раççей Президенчĕ тата "Единая Россия" партие йĕркелекенĕ Владимир Путин малтанхи сасăлав çĕнĕ, пуçаруллă çынсене тупса палăртмалли эффективлă май пулса тăрассипе килĕшни пирки пĕлтерчĕ. Вĕсем кăçалхи суйлавра пĕрремĕш утăм тăвĕç тата малашне общество ырлăхĕшĕн ĕçлĕç. Хальхи вăхăтра политикăна профессионал çынсем кирлине вăл палăртсах каларĕ.
"Анчах та политикăра ĕçлеме çакă кăна çителĕксĕр пулĕ, - хушса палăртрĕ Владимир Путин. - Кунсăр пуçне таса чунлă пулни кирлĕ, лару-тăрăва лайăх енне улăштарассишĕн, пĕтĕм общество тата конкретлă çынсен, конкретлă çыннăн ырлăхĕшĕн тăрăшас пулать". Владимир Путин çавна пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче "Единая Россия" ертсе пыракан тĕп политика вăйĕ пулса тăчĕ. Çакă çĕршыв парламентĕнчи депутатсен хисепĕнчен кăна мар, вăл тытса пыракан политика мелĕнчен те курăнать. Владимир Путин парти малашне те хăйĕн яваплăхне туйса çынсене лайăхрах пурнăç туса пырассипе çыхăннă шайлашуллă политика тытса пырасса шанни пирки каларĕ. Хăпартланса нумай пакăлтатни вара никама та кирлĕ мар. Кун пекки суйлавçăсен ытларах сассине пухассипе кăна çыхăннă, "кайранхине вара Турă пĕлет" тенипе. "Единая Россия" кун пек нихăçан та хăтланман, нихăçан хăтланмĕ те тесе шанатăп", - хушса каларĕ çĕршыв Президенчĕ.
Владимир Путин малтанхи сасăлава хутшăнакансене тỹрĕ чунлă конкурентлă кĕрешỹ тĕслĕх-не кăтартса пама чĕнсе каларĕ. Президент çавăн пекех политикăн тата политик пулма хатĕрленекен çыннăн хулпуççийĕ çине тиенекен яваплăх пирки те аса илтерчĕ.
"Ку вăл йывăр тиев, мĕншĕн тесен çынсене ăнлантарса парас пулать, профессионал шайĕнче тата пĕтĕм чĕререн ăнлантарас пулать, кашни çыннăн чĕрипе чунĕ патне çул тупмалла, уйрăмах çăмăл мар тата кăткăс, анчах та экономикăшăн, апла пулсан ыйтусен социаллă сфери тĕлĕшпе кирлĕ йышăнусем тунă чухне", _ терĕ çĕршыв Президенчĕ малтанхи сасăлава хутшăнакансене ырă суннă май.
Çавна та хушса каласа хăварас пулать. Çĕршыв Президенчĕпе, "Единая Россия" парти председателĕпе Владимир Путинпа тата Правительство председателĕпе Дмитрий Медведевпа иртнĕ тĕлпулăва Чăваш Енре малтанхи сасăлава хутшăнакан кандидатсем те хутшăнчĕç. Тĕлпулăва хутшăнакансенчен нумайăшĕ палăртнă тăрăх, Владимир Путинпа тỹрремĕн калаçни вĕсене чăннипех те хăпартлантарнă, хăйсем малтанхи сасăлава хутшăнасси пирки тунă йышăну çирĕплĕхне ỹс тернĕ. Леонид Черкесов, сăмахран, çавна палăртса каланă. Ултă çул хушши Шупашкар хулин пуçлăхĕнче, унччен вара чылай вăхăт врач пулса ĕçленĕ май, халĕ вăл хăйне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутатне суйлас пулсан республикăшăн тата унăн çыннисемшĕн мĕн тумалли пирки лайăхрах курса-пĕлсе тăрать.
"Пирĕн республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тесе ĕçлессине эпĕ хамăн чи пĕлтерĕшлĕ задача тесе шутлатăп", - тенĕ Леонид Черкесов.
Источник: "Пирěн пурнăç"