29 апреля 2016 г.
Апрелĕн 29-мĕшĕ - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ
Шкул çулне çитмен вăхăтрах ачана тăван çĕршыв историйĕпе, культурипе паллаштарма пуçламалла. Шăпах çак вăхăтра ачана хăйĕн халăхĕпе çыхăнтаракан туйăмсем "вăранма" пуçлаççĕ. Çакна шута илсе эпир "Пилеш" ача садĕнче педагогика процесне тăван ен культурин хăш-пĕр элеменчĕсене кĕртетпĕр. Хĕрлĕ Чутай районĕн хăйĕн ялавĕ, гербĕ, гимнĕ пур. Ачасем мĕн пĕчĕкрен вĕсемпе паллашса ỹсеççĕ. Çапла туни пĕчĕккисене тăван тăрăха юратма, унпа мăнаçланма вĕрентет. К ĕçĕннисен иккĕмĕш ушкăнĕнче "Асамлă чăваш тăрăхĕ" проекта пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Ушкăн вырнаçнă пỹлĕмре тăван культурăна, халăх искусствине аса илтерекен япала нумай. Проектпа ĕçлеме пуçласанах эпĕ ачасене чи малтан глобус кăтартрăм, ун пирки ăнлантарса патăм. Унтан вара Чăваш Республики, Ялавĕ çинчен каласа патăм, республика Гимнне итлеттертĕм. Масмак çинчи тĕрĕсене те пăхса тухрăмăр. Ачасем хăйсем те масмак ỹкерсе пăхрĕç. Пуканесемпе вылянă чухне хĕрачасем сăпка юррине чăвашла юрлаççĕ. Кулине асаннепе унăн Салампи мăнукĕ патĕнче хăна-ра пулни те ачасен кăмăлне кайрĕ. Кулине пĕчĕккисене чăвашсен наци çи-пуçĕпе, эрешĕсемпе паллаштарчĕ. "Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче" пулса курнă май вара ачасем хăйсем чăвашсен Ялавĕ, наци çи-пуçĕ пирки мĕн пĕлнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Кĕçĕннисен ушкăнне çỹрекен ачасене чăвашсен йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарасси пуçланчĕ кăна-ха, çак ĕç малалла пурнăçланса пырĕ.
Надежда ГУСЕЛЬЩИКОВА, "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"