29 апреля 2016 г.
Апрелĕн 22-мшĕнче Мăн Этменти вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне анлăн паллă тунă. Кино çулталăкне халалланă уява чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши тата чăваш халăхĕн кун-çулне кăтартакан "История великого народа" документлă фильмăн продюсерĕ Юрий Михеев килсе çитнĕ.
Мăнэтменсем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, уява "Алран кайми аки-сухи..." юрăпа пуçланă. Чăваш наци çи-пуçне тăхăннă вĕрентекенсемпе шкул ачисем сăвăсем вуланă, тĕрлĕ мастер-классем кăтартнă.
Мăн Этмен шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Михеев "История великого народа" фильма мĕнле ỹкерни пирки каласа панă. Унтан уява пухăннисем асăннă фильма пăхнă. Палăртмалла, пирĕн ентеш ỹкернĕ фильм апрелĕн 25-мĕшĕнчен проката тухнă, ăна Шупашкарти "Три пингвина" кинотеатрта курма пулать. Çак фильма вĕренỹ учрежденийĕсенче те кăтартма сĕннĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен Кино çулталăкне халалланă Чăваш чĕлхи кунĕ пурне те килĕшнĕ. Паллă та пултаруллă çынсемпе курса калаçни, фильм курни ачасене пирĕн халăхăн историйĕ пуян та мухтавлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе панă.
А.ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"