29 апреля 2016 г.
Типĕ курăк тата хăмăл çунни пысăк инкек патне илсе çитерет. Уйрăмах çиллĕ çанталăкра. Ăна тытса пыма май çук. Лайăх хыпса илнĕ вут-çулăма сỹнтерме çăмăлах мар. Курăк çуннипе çуртсем кĕллени тăтăшах тĕл пулать. Типĕ курăка тата хăмăла çунтарнă хыççăн тăпран пулăхлă сийĕ сахалтан та çичĕ çултан йĕркене кĕрет. Ăна вут тивертсен тĕтĕм хытă тухать, вăл темиçе километра тăсăлма пултарать.
Çакна та асра тытăр: çỹпĕ-çапă тата ытти каяшсем атмосферăна чылай сиенлĕ япала кăлараççĕ, тавралăха наркăмăшлантараççĕ. Асăрхав ĕçĕн пайĕ типĕ курăка санкцисĕр çунтарнăшăн явап тыттарнине аса илтерет. Улăм тата типĕ курăк çуннине тимлĕхсĕр хăварсан штраф хураççĕ.
Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисене те штраф параççĕ: граждансене _ 1000-1500 тенкĕ, должноçри çынсене _ 6000-15000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене _ 50000-200000 тенкĕ. Уйрăмах йывăр лару-тăрура правилăсене пăхăнманнисене те штрафлаççĕ: граждансене _ 2000-4000 тенкĕ, должноçри çынсене _ 15000-30000 тенкĕ, юридици сăпачĕсене _ 400000-500000 тенкĕ.
Хисеплĕ район çыннисем, сирĕн кил-çурта инкек ан килтĕр тесен çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Енчен те эсир пĕчĕк вучаха асăрхарăр пулсан ăна сỹнтерме тăрăшăр. Хăш чухне вут-çулăм урапа таптасан та сỹнет. Вут-çулăм хытах алхасать пулсан, ăна хăвăр вăйпа сỹн-терме май килмесен пушар чаçне шăнкăравлăр. Телефон номерĕсем: 01, 2-11-01. Сотовăй телефонпа: 010 е 112.
А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"