06 мая 2016 г.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать, теççĕ. Çакна асра тытса ĕçлеççĕ ялхуçалăх ĕçченĕсем. Чи пĕрремĕш (апрелĕн 25-мĕшĕнче) уя кăçал "Нива" хуçалăх нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарма тухнă. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне вара тăватă хуçалăхра ("Коминтерн", "Нива", "Аккозинское", "Свобода") уй-хир ĕçĕсем пынă. Майăн 4-мĕшĕ тĕлне çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 300 гектар акнă, вăл шутра "Нива" хуçалăх 170 гектар, "Коминтерн" 130 гектар. Çав хушăрах ытти ĕçсем те пурнăç-ланаççĕ. Акă районĕпе илсен нумай çул ỹсекен курăксене 1100 гектар, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 790 гектар (50,4 процент) çинче апатлантарнă, 53 гектар сỹреленĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"