06 мая 2016 г.
Иккĕмĕш сменăсăр шкулсем
Шкулчченхи тата шкул вĕрентĕвĕн тытăмĕн аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ. Çак темăпа эфира тухрĕ "Пирĕн республика. Тĕп тема" проектăн черетлĕ кăларăмĕ. Паян эсир ăна вуласа пĕлме пултаратăр.
Ыйту хакĕ - 583 млн тенкĕ
Шупашкарти Гладков урамĕнчи çĕнĕ микрорайонта пысăк стройка пуçланать. Кунта 1,1 пин ачана йышăнмалли шкул çĕклесшĕн. Республикăра 2016-2025 çулсенче пĕтĕмĕшле вĕренỹ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелемелли проект мĕнле пуçланнипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновапа пĕрле паллашнă. Проекта Раççей Строи-тельство тата Вĕренỹ министерствисем ырланă. Кунта пуçламăш шкул, вăтам тата аслă классен блокĕ, 2 спортзал, бассейн пулĕç. Çавăн пекех хĕллехи сад, уçă спорт лаптăкĕ-сем, автохула йĕркелеме пăхнă. Шкул проекчĕ чăннипех ăнăçлă та интереслĕ пулса тухнă, çавна май унпа çĕршывăн ытти регионĕ те интересленет. Шупашкарта вара çакăн пек шкула "Волжский-3" микрорайонта та тăвĕç.
Саккасçăпа подрядчик объекта 2017 çулхи июль уйăхĕнче мар, палăртнинчен маларах, кăçалхи декабрь уйăхĕнче, хута ярасшăн. Çапла ĕçлесен федераци бюджетĕнчен çур миллиард ытла тенкĕ илме май пулĕ. Алена Аршинова "Единая Россия" партин "Ача сачĕсем - ачасем валли" программипе килĕшỹллĕн Чăваш Енре тăватă çулта 16 ача сачĕ тунине аса илтернĕ. Республика вĕсен строительстви валли уйăрнă 1,6 млрд тенкĕпе ăнăçлă усă курнă кăна мар, хăй енчен укçа уйăрассине те вăхăтра тивĕçтернĕ.
Савăнăç керменĕ
Вĕренỹ учрежденийĕсен строительстви тĕлĕшĕпе Гладков урамĕнчи микрорайон чăннипех лайăх. Икĕ çул каялла кунта 8-мĕш ача садне хута янă. Вăл хăйĕн ячĕпе чăннипех килĕшỹллĕ - "Ачасен савăнăç керменĕ". Пĕчĕккисем валли чăннипех лайăх условисем хатĕрленĕ. "Тăварлă" пỹлĕм, шывра ишмелли бассейн, гидромассаж, сауна, тренажер залĕ - тем те пур. Çавна май ачасем сахалрах чирлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ кăмăллă - воспитательсене, вĕрентекенсене, инструкторсене тав туса пĕтереймеççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Раççей пар-ламенчĕн депутачĕ пĕчĕккисемпе калаçнă май садикре лайăх условисем йĕркелени усса кайнине хăйсем курса ĕненнĕ.
Кунта пурне те тарават
Икĕ çул каялла Алена Аршинова Çĕрпỹ хулинче "Хĕвеллĕ хула" ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă. Çавăн хыççăн вăл унта час-часах пулать. Хальхинче те садикри ачасемпе тĕл пулнă, садик тăрăх курса çỹренĕ. "Хĕвелле хулан" хăйĕн гимнĕ, эмблемипе ялавĕ, çавăн пекех "Хĕвел пайăркисем" хаçачĕ пур. Алена Аршинова садикри атмосфера питĕ лайăх, кунта килти пек çутă та хăтлă пулнине палăртнă. Çавăн пекех Алена Аршинова Шупашкарти 202-мĕш ача садĕнче те пулса курнă. Ку садик - "Шупашкар ачисем ишме вĕренеççĕ" пилот проектне пурнăçламалли площадка. Спорт мастерĕн кандидачĕ Андрей Сурнаев инструктор ачасене ишме вĕрентет. Ку садикре те курса тĕлĕнмелли нумай пулнă. Вăл шутра ачасен хăйсен автохула, радиорубка, шахмат кружокĕ тата ытти те пур.
Аслă Пинерсем маттур!
Ку шкула 2013 çулта хута янă. Михаил Игнатьев шкул пурнăçĕпе паллашнă. Шкул ачисем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче час-часах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шкулта чылай кружок ĕçлет - кашни ача хăйĕн интересне кура суйласа илме пултарать. Михаил Игнатьев Чăваш Ен пуласлăхĕ ачасенчен килни çинчен каланă, вĕсене тĕрĕс апатланма сĕннĕ. Леонид НИКИТИН.
Источник: "Пирěн пурнăç"