АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванĕсене савăнтарайман

06 мая 2016 г.

Пĕлтĕр Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнĕ тĕле интернетра вăрçă вăхăтĕнче хаяр çапăçусенче хастарлăх кăтартнăшăн тĕрлĕ медаль-орденпа чысланă геройсен ячĕсене кун çути кăтартрĕç. Унччен салтаксен паттăрлăхĕпе паллашма ятарласа военкомата кайма тивнĕ пулсан, халĕ ан ỹркен кăна - ятарлă "Память народа" сайта кĕрсе хăвна кирлĕ çын çинчен пĕлме пултаратăн.

Вăл е ку наградăна мĕншĕн панине те тĕплĕн ăнлантарса панă, наградăна хăçан панине те пĕлме пулать, геройăн вăрçăри кун-çулĕ пирки те. Ку сайт мана та интерес-лентерсе ячĕ. Вăрçăра пуçĕсене хунисен наградăсем пулман-ши пачах? Тỹрех калатăп, шырав питех те кăткăс, хăшĕ-пĕрин пурăннă çулĕ тĕрĕс мар, е наградăланă çын ăçта çуралса ỹснине кăтартман представлени çинче, е тата пурăннă çулне çырсан хурав тупăнмасть. Тепĕр чухне пĕр пек ятлă-хушаматлă çынсем пит нумаййипе чылай вăхăт хушши шырама тивет. Эпĕ ытларах 1943 çулсенче пуçĕсене хунисен списокĕ тăрăх шырав ирттертĕм. Хыпарсăр çухалнисен наградисене палăртсах кайман.

Акă мĕн пĕлтĕм эпĕ асăннă сайтпа ĕçленĕ хыççăн Штанаш ял тăрăхĕнчи çынсем çинчен: Штанашри Александр Василь-евич Кашкирова "Хăюлăхшăн" медальпе 1943 çулта наградăланă иккен, салтак 1944 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Польша çĕрĕ çинче çапăçса пуçне хунă. Петр Матвеевич Мемедейкин пулеметчик та "Хăюлăхшăн" медаль илме тивĕçлĕ пулнă (08.03.1943 ç.), медаль хуçи çак çулхи август уйăхĕн- че пĕр çапăçура пуçне хунă. Арайкассинче пурăннă Григорий Филиппович Максимов телефониста "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăланă (14.08.1943 ç).Темиçе кунран хаяр çапăçура салтак пуçне хунă. Кĕрлеври Сергей Иванович Сохорова III степеньлĕ Мухтав орденĕпе наградăланă (05.08.1944 ç.). Вăрманкасри Филипп Иванович Егорова "Хăюлăхшăн", Петр Степанович Мазутский ефрейтора "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", Кирилл Степанович Кассиров огнеметчика "Хăюлăхшăн" медальсемпе чысланă. Иван Иванович Кассиров Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулхи декабрь уйăхĕнче тăнă, вăрçăн малтанхи кунĕ-сенчен пуçласа çапăçнă, гвардин техник-лейтенанчĕ Яппун вăрçинче хыпарсăр çухалнă (26.08.1945 ç.). Унăн та Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пур (09.10.1944 ç.). Упукушкăнь ялĕнче Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Романович Логинов (1903-1943) ỹссе çитĕннĕ. Унăн ывăлĕ Михаил Алексеевич Логинов та ашшĕпе тан çапăçнă. Вăл вăрçăра радист пулнă, 1945 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче вăл та Польша çĕрĕ çинче пуçне хунă. Михаил Логинова Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе (18.01.1944 ç.) тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе (17.05.1944 ç.) наградăланă. Çак ялти Николай Николаевич Андреев кĕçĕн сержанта Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ-пе наградăлама тăратнă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă (14.05.1945 ç.). Вăл та тăван ялне таврăнайман, вăрçăра тăватă хутчен аманнă, вăрçă чарăнсан йывăр сурансене пула госпитальте вилнĕ. Арсентий Петрович Березин, гвардин аслă лейтенанчĕ, пулеметчиксен командирĕ пулса çапăçнă, ăна Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлама хут çырнă, Александр Невский орденĕпе наградăланă (30.04.1944 ç.). Виçĕ хутчен аманнă, 1944 çулхи сентябрь уйăхĕнче хаяр çапăçура пуçне хунă. Евграф Иванович Краснов кĕçĕн сержант, радиотелеграфист "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медаль илме тивĕçлĕ пулнă. Штанашри вăтам шкул директорĕ, гвардин аслă лейтенанчĕ Василий Матвеевич Келлер 1941 çулхи декабрь уйăхĕнче çар ретне тăнă, политрук Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă, ăна 1943 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе награ-дăланă пулнă. Вăл 1943 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче вилнĕ.

Шел, тăван яла таврăнса çывăх çыннисене хăйсене тивĕçнĕ орден-медалĕсене кăтартайман хальхи тăнăç пурнăçшăн, пирĕн телейшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăр салтаксем. Тăванĕсем хăйсен ашшĕ-ывăлĕсем наградăна тивĕçнине пĕлнĕ-ши е çук-ши? Орден медалĕсене тăванĕсене ярса панă-ши?.. Галина ЗОТОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика