13 мая 2016 г.
Майăн 15-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунĕ. Ăна ООН-ăн Генеральнăй Ассамблейи 1993 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă резолюципе килĕшỹллĕн ирттерме палăртнă. Мĕн-ха вăл - çемье? "Çемье" сăмаха тĕрлĕрен ăнлантарма пулать, пирĕнтен кашни ăна тĕрлĕрен ăнланать те, йышăнать те. Маншăн вара çемье тени çирĕп пулмалла, юратупа килĕшỹ хуçалантăр, арăмĕ-пе упăшкине ачисем çывăхлатса тăванлатчăр... Паллах, çемьен савăнăçĕпе телейĕ - ачасенче. Ачасем - ашшĕ-амăшĕн пуласлăхĕ. Пуласлăхпа мухтава вара аслисен тивĕçлĕ пулмалла тесе шутлатăп. Аслисем йĕркеллĕ пулсан çамрăксем тата лайăхрах пуласса шанма пулĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çурринче кашни килте 6-10-шар ача чупса çỹренĕ. Çулсем иртнĕçемĕн, пурте пĕлетпĕр, ача йышĕ сахалланма пуçларĕ. Паянхи кун 3 тата унтан та ытларах ачаллă çемье нумай ачаллă шутланать. Палăртма кăмăллă, паян районта нумай ачаллă 141 çемье пурăнать. Райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен йышĕнче: Арайкассинчи Валентина Ивановнăпа Сергей Анатольевич Шатаевсен çемйи, вĕсем 6 ачана кун çути парнеленĕ, Кỹпешри Ирина Федоровнăпа Валерий Геннадьевич Самылкинсем тата Лариса Валерьяновнăпа Николай Александрович Сядайкинсем, Арайкассинчи Алина Владимировнăпа Александр Юрьевич Устиновсем, Трапайри Наталья Владимировнăпа Владимир Викторович Кондрашкинсем, Шулюри Людмила Михайловнăпа Юрий Гурьевич Инжебейкинсем (асăннă çемьесенче 5 ача ỹсет) тата ытти çемьесем те. Çемье кунне халалласа пирĕн районти ЗАГС пайĕ паян пуян мероприяти ирттерет. ЗАГС ĕçченĕсем ăна йĕкĕрешсене халалласа "Одна любовь на двоих" ятпа йĕркелеççĕ. Районта йĕкĕреш ачасене кун çути парнелекенсем те сахал мар. Паянхи уявра вара Хĕрлĕ Чутайри Марина Николаевнăпа Алексей Леонидович Рябченкосене (вĕсен 2008 çулта Артемпа Антон йĕкĕреш ывăлĕсем çуралнă), Лилия Вячеславовнăпа Сергей Александрович Павловсене (вĕсен те виçĕ ывăл: Евгений, Даниил тата Арсений, Даниилпа Арсений йĕкĕрешсем çут тĕнчене 2010 çулта килнĕ), Наталья Александровнăпа Евгений Сергеевич Эзенкинсене (иртнĕ çулта вĕсен Анелияпа Эмилия йĕкĕрешĕсем çуралнă), Тури Çĕрпỹкассинчи Любовь Николаевнăпа Илья Владимирович Пальцевсене (вĕсен 2014 çулта Михаилпа Милена йĕкĕрешсем çут тĕнчене килнĕ), II Хурашашри Майя Николаевнăпа Сергей Николаевич Толстовсене (вĕсен Артемпа Николай йĕкĕреш ывăлĕ-сем кăçалхи февралĕн 28-мĕшĕнче çуралнă) чыслĕç. Пирĕн хушăра чылай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса, юратса, пĕр-пĕрне упраса пурăнакансем чылай. Сăмахран, май уйăхĕнче 55 çул каялла Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче пурăнакан Зоя Дмитриевнăпа Иван Никитович Кудрейкинсем çемье çавăрнă. 45 çул каялла Кĕрлев ялĕнче пурăнакан Вера Михайловнăпа Николай Титович Сидоровсем, Тралькассинчи Ольга Сергеевнăпа Иван Дмитриевич Козловсем пĕр çемьене чăмăртаннă. Юбилей ячĕпе вĕсене саламлатăп, пурнăçăн анлă çулĕпе пĕр-пĕринпе утма çирĕп сывлăх сунатăп. "Çемьен савăнăçĕпе телейĕ - ачасенче", - тесе палăртрăм. Яланах çапла пултăрччĕ. Анчах та ача çуратма кăна мар, ачана ỹстерсе тивĕçлĕ воспитани пама та ăс пултăрччĕ. Çемье чысне упракансене пур-не те уяв ячĕпе саламлатăп!
Алина ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"