АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонид ЧЕРКЕСОВ: "Пирĕн хамăрăн асаттесемпе мăн асаттесен паттăрлăхне тивĕç пулмалла"

13 мая 2016 г.

Майăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче пур çĕрте те сумлă уява - Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине - халалланă савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Республикăн тĕп хулинче, Шупашкарта, Аслă Çĕнтерỹ кунне уявласси "Çĕнтерỹ" Мемориал комплексĕнчи Мухтав Монуменчĕ патне чечек кăшăлĕсем хурассинчен пуçланчĕ. Çак пулăма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата вăрçă ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов каланă тăрăх, чылай хула çыннишĕн Çĕнтерỹ паркĕпе Мухтав Монуменчĕ сăваплă вырăн шутланать. Майăн 9-мĕшĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă май çынсем хăйсен аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсене аса илеççĕ - вĕсем-çке вăрçăра тата тылра çĕнтерĕве туптанă, вăрçă хыççăнхи ăрусене пурăнма, ачасене ỹстерме тата телейлĕ тỹпешĕн савăнма май туса панă.

"Çак уяв пире пĕрлештерет. Çак кун ваттине те, вĕттине те пĕр туйăм тытса тăрать - хăрушă вăрçă витĕр тухнă паттăрсене тав туни, - палăртать Леонид Черкесов. - Паян Çĕнтерỹ кунне паллă туса асаттесемпе мăн асаттесене хисеплесси пирĕн тивĕç".

Аса илтеретпĕр, вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енрен фронта 208 пин ытла çын тухса кайнă, вĕсенчен 100 ытла пинĕ çапăçу хирĕнчен таврăнайман. 54 пин салтака орденсемпе тата медальсемпе наградăланă, 82 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Уяв мероприятийĕн малаллахи пайĕнче Аслă Çĕнтерĕве 71 çул çитнине халалланă савăнăçлă митинг тата Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕпе техникин Çĕнтерỹ парачĕ пулчĕ. Парада курма 40 пин ытла хула çынни тата хăнасем пычĕç. Çавăн пекех парада 100 ытла вăрçă ветеранĕ, тыл ĕçченĕ, салтак арăмĕ курса савăнчĕ.

Республикăра пурăнакансене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламланă май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн халăх Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн пурнăçне шеллеменни, пысăк йывăрлăхсене парăнтарни, миллионшар çынна яланлăхах çухатни, таврăнми йывăр та хурлăхлă çухатусем тỹсни пирки каларĕ. Хуйхă кашни киле çитсе шакканă, кашни çемьене пырса тивнĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ фронтра юн тăкнисене те, тылра тар тăкнисене те палăртрĕ.

"Фронта мĕн кирлипе тивĕçтерес тесе ачасемпе хĕрарăмсем, ват çынсем ырми-канми тăрăшнă. Салтаксене тата Чăваш Ене эвакуацие килнисене юлашки çăкăр татăкне панă", - терĕ Михаил Игнатьев.

Уяв парачĕ "Вилĕмсĕр полк" акципе вĕçленчĕ, унăн ретĕнче ачасем, мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем вăрçа хутшăннă, тылра ĕçленĕ çывăх çыннисен сăнỹкерчĕкĕсене йăтса утрĕç.

Палăртмалла, Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансен шучĕ çултан-çул ỹссех пырать _ кăçалхине 20 пин ытла çын хутшăнчĕ. Апла пулсан, Аслă Çĕнтерĕве тата хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене эпир асрах тытатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика