АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена АРШИНОВА: "Çĕнтерỹ кунĕ - аслă уяв"

13 мая 2016 г.

Çĕнтерỹ кунĕ - пирĕн историнче уйрăм уяв. Ахальтен мар совет поэчĕ Владимир Харитонов, хăй те вăрçă витĕр тухнăскер, ăна "куççульпе тулнă уяв" тенĕ. Чăннипе, çĕршывра вăрçă пырса тивмен çемье те çук пуль.

Манăн çемьере мăн асаттепе мăн кукаçи вăрçăра пулнă. Пĕри - Кемерово облаçĕнчен тухнă Андрей Кузьмич Смолин. Хăйĕн юратăвне тĕл пулсан вăл авланнă, ача-пăчаллă пулнă, 1941 çулхи апрель уйăхĕнче ăна, 25 çулхи ашшĕне, çара илнĕ. Çавăнтан вăл таврăнайман: Ленинград çывăхĕнчи фронта кайнă. Унта вара мĕн пулса иртнине пурте пĕлеççĕ. Вилĕмрен вăл темиçе хут та çăлăннă, госпитале лекнĕ. 1944 çулта мăн асатте каллех аманнă, сипленсен фронта кайнă, унтан хыпарсăр çухалнă.

Мăн кукаçине - Владимир Александрович Шарфунова - вăрçăра ытларах ăнăçнă. 1942 çулта вăрçа кайнă. Хастар çапăçнăшăн "Çарти паллă ĕçсемшĕн", "Хăюлăхшăн" медальсене, Хĕрлĕ Çăлтăр, пĕрремĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсене тивĕçнĕ. Палăртмалла, тăшманпа çапăçма вăл Сталинградра пуçланă. Унта ăна Томскри артиллери училищинчи кĕске курссем хыççăн янă. 3-мĕш гварди çарĕн 1008-мĕш стрелоксен полкĕнче çапăçса Берлина çитнĕ, каярахпа Эльба çинче американецсемпе тĕл пулнă. 1946 çулта мăн кукаçи тăван тăрăха таврăннă, шкулта ачасемпе малалла ĕçлеме тытăннă.

Аслă кукамайăн та чăн-чăн çĕпĕр характерĕ пулнă. Александра Яковлевна Шарфунова 1942-1944 çулсенче Новосибирск облаçĕнчи Болотнин районĕнчи Александровка ялĕнчи колхоза ертсе пынă. Сакăр ача ỹстернĕшĕн ăна виçĕ хут "Ача амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă. Çирĕппĕнех калама пултаратăп - çакăн евĕр ỹкерчĕк çĕршыври миллионшар çемьере пулнă. Аслă Çĕнтерỹ - пысăк уяв, анчах та вăл куççуль тутиллĕ. Вун-вун миллионшар çын пуç хунă, хула-ял арканнă - хăрушă вăрçă хакĕ.

Эпир астăватпăр. Эпир манмастпăр. Чăваш Енрен кăна Аслă Отечественнăй вăрçă фронтне 208229 çын тухса кайнă, вĕсенчен 106470-шĕ пирĕн çĕршывăн ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне панă. Кун пекки урăх нихăçан та ан пултăр тесе эпир пĕтĕмпех тăвăпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика