13 мая 2016 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Элĕк районĕн-чи Вырăс Сурăм ялĕнче кĕтмен инкек çичĕ çын пурнăçне татнă, çав шутра тăватă ачан-не - асли 9 çулта кăна пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнисем сĕрĕм газĕпе наркăмăшланнă. Хăрушă инкек умĕн йышлă çемье Шупашкартан ватă тăванĕ пурăннă яла килнĕ. Юлашки икĕ çул çурт пушă ларнă. Çĕнĕ хуçасем унпа дача вырăнĕ пек усă курнă. Каç енне сивĕтнĕрен 30 çултан иртнĕ хуçасем кăмака хутнă. Ăшă пỹртре çывăрма выртнă та тек вăранайман. Юсавсăр кăмакаран çĕрле вут хыпса илнĕ. Çулăм çурт-йĕре, хуралтăсене тĕп тунă.
Çав хушăра: иртнĕ канмалли кунсенче пирĕн районта та икĕ пушар пулнă: пĕри - Ирчкассинче, тепри - Мишеркассинче.
Источник: "Пирěн пурнăç"