15 апреля 2016 г.
Хĕл каçрăмăр, çуркунне те вăй илчĕ. Юр ирĕлсе пĕтрĕ те куç умне хăрушла ỹкерчĕк тухса тăчĕ: ăçта ан пăх - пур çĕрлĕ çỹп-çап. Çак илемсĕрлĕх тавралăха сăнсăрлатнипе, кăмăла пăснипе пĕрлех сиен кỹме те пултарать. Урамра выр-такан тĕрлĕ ăпăр-тапăр уйрăмах выльăх-чĕрлĕх-шĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Хĕшĕсем тĕпсакайĕнчи кивелнĕ çĕрулми, кăшман, кишĕр таврашне урама е тата çерем çине те тухса тăкаççĕ. Май уйăхĕнче ĕнесене уя кăларатпăр. Выльăх таврашĕ вара тỹрех мĕн курать - çавна веçех çиме тăрăшать. Çĕрĕк пахча çимĕç вара ĕнене наркăмăшлантарма пултарать. Майĕпен çименнипе пыра лартма та пултараççĕ, ку та питĕ хăрушă. Çỹп-çап купинче кирпĕч, пралук, кантăк ванчăкĕсем, пăта таврашĕ пулсан выльăхсем урисене амантас хăрушлăх тухса тăрать. Выльăхсене сиенлес мар тесен ансат правилăна пăхăнмалла - кирлĕ мар япаласене урама кăларса пăрахмалла мар. Çакна тума йывăрах мар - çыннăн совесть пулмалла кăна. Пур ĕçе те пуçпа шутласа тумалла. Çынсем, çỹп-çапа урама тухса пăрахма кирлĕ мар! Пурте пĕр шухăшлă пулса таврана пуçтарса тасатар, çывхарса килекен уявсене таса чунпа, ырă кăмăлпа кĕтсе илер, таса та сывă пулар.
Федор АЛЕКСЕЕВ, ĕç ветеранĕ, Яманкасси ялĕ.
Çав хушăра:
"Симĕс çуркунне" экологи субботникĕ Апрелĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа майăн 21-мĕшĕччен "Симĕс Çуркунне" ятпа Пĕтĕм Раççейри экологи субботникĕ иртет. Асăннă акцие çĕршывăн пур регионĕ те, çав шутра Чăваш Республики те, хутшăнать. Субботник вăхăтĕнче территорисене çỹп-çапран тасатĕç, чечексемпе йывăçсем лартĕç, вăрçă ветеранĕсене пулăшĕç, шкулсенче экологипе çыхăннă уроксем ирттерĕç. Çавăн пекех Кино çулталăкне халалласа экологи темине уçса паракан видеосюжетсен конкурсĕ иртĕ. "Симĕс Çуркунне" экологи субботникне районта пурăнакансем те активлă хутшăнасса шанатпăр