18 мая 2016 г.
Майăн 9-мĕшĕнче Тралькассинче пурăнакан Раиса Михайловна Ижендеева 90 çул тултарнă. Çак ятпа ветеран РФ Президенчĕн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ. Унăн ашшĕ, Михаил Семенович, ытти арçынсемпе пĕрле хăйĕн килĕнче фронта валли çунасем ăсталанă, куç хупмасăр çĕрĕ-çĕрĕпе тăрăшнă. Мăшăрĕ, Иван Иванович, вăрçă вăхăтĕнче Лăпкă тинĕс флотĕнче морякра яппунсемпе çапăçнă. Вăрçă хыççăн вара колхозра бригадирта ĕçленĕ, шкулта ĕç урокĕсене ертсе пынă тата физкультура предметне вĕрентнĕ. Раиса Михайловна вăрçă вăхăтĕнче ултă уйăхлăх курссенче пулнă май медпунктра медсестрара вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. Хăйĕн пурнăçĕнче нушине сахал мар курнă ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ тата салтак арăмĕ. Çапах йывăрлăхсене пăхмасăр пурнăç çулĕпе малаллах утнă, малаллах талпăннă. Вашават та ырă кăмăллăскер, çулĕсене пăхмасăр вăй-хăват, çивĕч ăс-тăн упраса хăварнă. Вăл халĕ те пурнăç çине савăк куçпа пăхать, пĕр вырăнта лармасть, сад-пахчара тăрмашать. Мăшăрĕпе виçĕ ача çуратса вĕсене çын тунă. Вĕсем: Зинаида, Тамара тата Клава. Тамара хĕрĕ çемйипе Сургутра пурăнать, кĕперсем тăвакан организацире бухгалтерта тимлет. Клавдия - Казахстанра, вăл та бухгалтерта ĕçлет. Етĕрнере пурăнакан хĕрĕ Зинаида шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентет. Хĕрĕсем çемйипе амăшĕ патне тăтăшах килсе çỹреççĕ, кил-хуçалăхра пулăшаççĕ, мăнукĕсен тата кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. А.ВЛАДИМИРОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"