18 мая 2016 г.
"Жилсервис" ТЯО çурт-йĕр фончĕн ĕçлекен нормисемпе правилисене пăхăннине тĕрĕсле-рĕмĕр. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: "Жилсервис" ТЯО Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле çуртăн пурлăхне пăхса тăрать, нумай хваттерлĕ çуртсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçлать. Правилăсемпе килĕшỹллĕн унăн киленкаякансем курмалли вырăнта çак организацисен списокĕсене çакмалла, вĕсен адресĕсемпе телефон номерĕсене кăтартмалла: вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, çурт-йĕр управленийĕн, пушар асăрхавĕн, полици уйрăмĕн, васкавлă медицина пулăшăвĕн, газ хуçалăхĕн службин, санитарипе эпидемиологи станцийĕн, çурт-йĕр хуçалăхĕн авариллĕ службисен, çурт-йĕр инспекцийĕн патшалăх органĕсен. Тĕрĕслев асăннă организаци иртен-çỹрен валли кирлĕ информаци лартманнине тупса палăртрĕ, çавăнпа та ăна представлени тăратма тиврĕ. Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ."Жилсервис" ТЯО çурт-йĕр фончĕн ĕçлекен нормисемпе правилисене пăхăннине тĕрĕсле-рĕмĕр.
Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: "Жилсервис" ТЯО Хĕрлĕ Чутайри пĕтĕмĕшле çуртăн пурлăхне пăхса тăрать, нумай хваттерлĕ çуртсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçлать. Правилăсемпе килĕшỹллĕн унăн киленкаякансем курмалли вырăнта çак организацисен списокĕсене çакмалла, вĕсен адресĕсемпе телефон номерĕсене кăтартмалла: вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, çурт-йĕр управленийĕн, пушар асăрхавĕн, полици уйрăмĕн, васкавлă медицина пулăшăвĕн, газ хуçалăхĕн службин, санитарипе эпидемиологи станцийĕн, çурт-йĕр хуçалăхĕн авариллĕ службисен, çурт-йĕр инспекцийĕн патшалăх органĕсен. Тĕрĕслев асăннă организаци иртен-çỹрен валли кирлĕ информаци лартманнине тупса палăртрĕ, çавăнпа та ăна представлени тăратма тиврĕ.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"