18 мая 2016 г.
"Чувашская региональная компания по реализации газа" ТЯО сведенийĕсене тĕпе хурса районти "Исток" ТЯО килĕшỹсенче кăтартнă ĕçсене пурнăçламанни курăнчĕ: муниципаллă контрактсемпе килĕшỹллĕн унăн илсе килсе панă газшăн тỹлевсене вăхăтра кĕртмелле пулнă.
2016 çулхи мартăн 11-мĕшĕ тĕлне асăннă организаци 400 пин тенке яхăн парăма кĕнĕ. Унта парăма татса пымалли графика туса пымаççĕ. Çакă райадминистрацин дебитор парăмĕ ỹснипе те çыхăннă. Должноçри çынсем çитменлĕхсене пĕтерес тесе нимĕнле мерăсем те йышăнмаççĕ. Кун пек чухне газпа тивĕçтерекен организаци туянакансене пач та газ çитерсе памасăр пултарать е унăн калăпăшне пĕчĕклетсе илсе килсе парать. Тỹлев срокĕсене темиçе хутчен те пăссан газ илсе килессине пач та пăрахăçлаççĕ. Ăна çитменлĕхсене пĕтерсен тин параççĕ. Килĕшỹри условисене вăхăтра пурнăçламан, парăмсене çийĕнчех тỹлемен пирки района топливăпа энергетика ресурсĕсем çитмесĕр те пултараççĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕпе "Исток" ТЯО директорне представлени тăратрăмăр. Паянхи куна парăмсене тỹлесе татнă.
Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"