18 мая 2016 г.
Кам-ха вăл Алена Аршинова? Чăваш суйлавçисемшĕн çак ыйту тахçанах актуаллă мар. Депутат ĕçĕ вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем çĕршывăн саккун кăларакан тĕп органĕнче Чăваш Ен интересĕсене хỹтĕлекен Алена Игоревна Аршинован ĕç пахалăхне тивĕçлĕн хаклама пултарчĕç.
Алена Аршинова федерацин "Ача сачĕсем - ачасене" парти проектне ертсе пырать, Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен Комитечĕ çумĕнчи шкул çулне çитменнисен вĕрентĕвĕн Эксперт канашĕн ĕç-хĕлне асăрхаса тăрать, кунсăр пуçне студентсемпе преподавательсене çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать.
Вăрттăнлăх мар, Патшалăх Думин депутачĕсем хушшинче хăйсен тивĕçне яваплă пурнăçламаннисем те пур. Хăшĕ-пĕри ларусен залне те васкамасть. А.Аршинована кун пек "лăпкă пурнăç" рецепчĕ каймасть: "Çакă пĕтĕмпех мана мĕн тума кирлине манран чылайăшĕ ыйтать. Вăйлă ритмпа хăвăртлăх, талăкĕ-пех тенĕ пек ĕçлесси. Анчах та эпĕ тахçанах кун пек пурăнатăп, çынсене усăллă пулма мана килĕшет". Кун пек ĕçленин кăтартăвĕсем те курăмлă. Вăл федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене ача сачĕсем çĕклеме тата реконструкцилеме 1,6 млрд ытла тенкĕ явăçтарма пултарчĕ. Ку финансирование пула çĕнĕ 33 ача сачĕ хута янă. 12 пин ытла чăваш ачи валли садикре вырăн тупăннă, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çăмăллăн сывласа янă.
Сăмах май, 2013 çултах Алена Игоревна ача сачĕсене çĕклеме тата реконструкцилеме паракан субсиди виçин шутлав методикине улăштарассине пуçарнă. Çавна пула методика тĕрĕс пулса тăнă, Чăваш Ен маларах палăртнинчен ытларах укçа илнĕ. Çапла малтан пăхса тухнă тăрăх 2013 çулта республикăн 480 млн тенкĕ илмелле пулнă пулсан, юлашкинчен 614 млн тенкĕ илнĕ.
"Хăш-пĕр регионсенче эпир ача сачĕсемшĕн тỹлев хакне ỹстерсе янă тĕслĕхсемпе тĕл пултăмăр. Вĕренỹ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетра эпир тỹлев шутлавĕн уçăмлă та тăрă методикине хута ятăмăр. Халĕ ашшĕ-амăшĕн тỹлевне палăртмалли механизма уçăмлă йĕркеленĕ, ашшĕ-амăшĕн тỹлев виçине апатпа хуçалăх ыйтăвĕсем валли каякан тăкаксем кăна чикĕлеççĕ. Ача сачĕсене те эпир кỹрентермерĕмĕр - вĕсен халĕ тупăш налукĕ тĕлĕшпе 0 процентлă ставкăпа усă курма ирĕк пур. Кунсăр пуçне эпĕ ашшĕ-амăшĕн тỹлевне НДС-ран хăтарма РФ Налук кодексĕнче улшăнусем кĕртессине пуçартăм. Ача сачĕсем Раççей çемйисем валли пулмалла", - палăртать Алена Аршинова.
Çапах та А.Аршинован ĕçĕ ача сачĕсемпех вĕçленмест-ха. Студент общежитийĕсем те пур, вĕсенче те тỹлев виçине тăтăшах сăлтавсăр хăпартаççĕ, ку ыйтупа та Алена Игоревна ăнăçлă кĕрешет. Патшалăх Думин Вĕрентỹ Комитечĕн председатель çумĕн тата ытти чылай ыйтăва татса пама тивет.
Алена Игоревна Чăваш Ен ялти шкулсенчи спорт залĕсене юсамалли тата реконструкцилемелли федераци программине виçĕ хутчен лектĕр тесе мĕн кирлине пĕтĕмпех турĕ. Çавна май республикăра 72 шкулти спорт залĕсене юсанă, çулталăк вĕçне тата 24 спортзала реконструкцилĕç. Çавăн пекех Чăваш Енрен кайнă А.Аршинова депутатăн вузсене вĕренме кĕнĕ чух хĕрỹ çапăçусен ветеранĕсен, тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасен çăмăллăхĕсене сыхласа хăварассине хỹтĕлеме май килнĕ. "Тăлăхсем тĕлĕшпе, шутлатăп, сăлтавсене пурте ăнланаççĕ, анчах та, ман шутпа, патшалăх интересĕсемшĕн хăйсен пурнăçне хăрушлăха кăларса тăратнă çынсем те çăмăллăхсемпе усă курса аслă пĕлỹ илме тивĕç", - палăртать депутат.
Ача сачĕсен модернизаци программи вĕçленсе ĕлкĕреймерĕ, шкулсен строительствипе рекон-струкци программи старт илчĕ. Эппин, укçана мĕнле тăкакланине тĕрĕслемелле, пĕр тенкĕ те вырăнсăр ан тăкаклантăр. Программăна "Единая Россия" парти пуçарнă, РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ăна ырланă. Унпа кăçал Чăваш Республики шкулсем валли 583 млн ытла тенкĕ илĕ. Çавна май икĕ çĕнĕ шкул çĕклеме, тăватă шкула реконструкцилеме пуçлама палăртаççĕ. Алена Аршинова çĕнĕ программăна пула Чăваш Енри шкулсем çĕнелессе тата хальхи требованисемпе килĕшсе тăрасса çирĕп ĕненет. Алена Игоревна хăйĕн сăмахне тытма хăнăхнă.