АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем вĕçленеççĕ

18 мая 2016 г.

Майăн 16-мĕшĕнче "Хастар" ФСК тытăмĕнче районти шкулсенчен килсе çитнĕ командăсем 48-мĕш хут çамрăк армеецсен вăййисене пухăнчĕç. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене пухăннисем хăйсем çар условийĕсенче пурăнма хатĕррине кăтартрĕç. Чи малтанах пурте хăйсем стройпа утма пĕлнине кăтартса пачĕç, теори конкурсне хутшăнчĕç, автомат сỹтсе тата пухса, пневматикăллă винтовкăран персе, чупса, ишсе тата ытти енĕпе те вăйĕсене виçрĕç. Малтанхи кун пĕтĕмлетĕвĕсемпе теорипе "шевлесен" ушкăнĕнче хĕрлĕчутайсем - пĕрремĕш, "ăмăрткайăк чĕпписем" хушшинче - мăнэтменсем. Пултарулăх конкурсĕнче хусанушкăньсемпе хĕрлĕчутайсем палăрчĕç. Стройпа утса Тури Çĕрпỹкасси тата Çĕн Атикасси шкулĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Ăмăртусем паян вĕçленмелле. Район шайĕнче палăрнă çамрăк армеецсем республикăри вăйăсене хутшăнĕç. А.ВАСЮКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика