20 мая 2016 г.
Республикăра ĕç династийĕсене чысласси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çуркуннепе Ĕç уявĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ район-хулара пурăнакан пултаруллă çемьесене, пĕр-пĕр професси тĕлĕшпе ырă йăлана ăруран ăрăва куçарса пыракансене, Тав çырăвĕ пачĕ, асăнмалăх парнепе - алла çыхмалли сехетпе - хавхалантарчĕ. Ĕç династийĕсен 12-мĕш слетне 26 династи хутшăнчĕ, вĕсен йышĕнче пирĕн районти Кчетковсен çемйи те пулчĕ.
Район больницин тĕп врачĕн çумĕнче 20 çул тăрăшакан Людмила Кузьминична Кчеткована пĕлмен çын та çук пулĕ. Людмила Кузьминична Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче алла терапевт специальноçне илсенех 1988 çулта Хĕрлĕ Чутай район больницинче терапи уйрăмĕнче ĕç стажне пуçланă. 1992-1996 çулсенче поликлиника заведующийĕнче тăрăшнă. 1996 çултан пуçласа паянхи кунччен Л.Кчеткова район больницин тĕп врачĕн çумĕнче вăй хурать. Аслă категориллĕ врач, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствисен Хисеп грамо-тисене тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе ĕç стажĕ унăн 28 çулпа танлашать. Çураласса Людмила Кузьминична 1961 çулта кỹршĕ Çĕмĕрле хулинче учительсен çемйинче çуралнă. Пирĕн района вара вăл аслă вĕренỹ заведенийĕ янипе килнĕ. Людмила Кузьминична мăшăрĕпе, Сергей Николаевичпа, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ.
Вĕсен икĕ хĕрĕ те амăшĕ пекех медицина еннелле çул тытнă. Кчетковсен аслă хĕрĕ - Татьяна. Çак хĕре район больницине çỹрекенсем асăрханах. Мĕншĕн çапла калатăп-ха?Татьянăна асăрхамасăр иртме май çук: çамрăк, хитре, сăн-пичĕ, кĕлетке-çурăмĕ, чĕлхи... хĕвел евĕр, ăшă, хăйĕн патне туртать. Вăл 3 çул район больницинче тăрăшать. Татьяна та шкул хыççăн ниçта та мар, амăшĕ вĕреннĕ аслă шкулах - Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă, унтан - тăван района. Кчетковсен иккĕмĕш хĕрне Елена тесе чĕнеççĕ. Унăн та пурнăçăн малтанхи утăмĕ-сем амăшĕпе аппăшĕн пекех. Паян Елена Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 6-мĕш курс студенчĕ шутланать, тен, вăл та районах таврăнĕ. Людмила Кузьминична ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр юратнă хĕрĕ.
Çавăн пекех унăн икĕ тăван пиччĕшĕ пур. Пиччĕшĕсенчен пĕри - ашшĕ-амăшĕн çулĕпе, педагогика енĕпе, кайнă, тепри - медицина енĕпе. Медицинăна кăмăллаканни - Валерий Кузьмич Костяков. Вăл 1954 çулта Çĕмĕрле хулинче кун çути курнă, 1974 çулта Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ. 1974-1976 çулсенче Çар ретĕнче тăнă, унта медбратра тăрăшнă. Л.Кчеткован пиччĕшĕ 1982 çулта Хусанти медицина институтĕнче врач-педиатр специальноçне алла илнĕ. Шупашкарта республикăри ачасен больницинче интер-натура тухнă, ординатура - Хусанта (1986 çулта). 1983 çултан пуçласа паянхи кунччен Валерий Кузьмич Çĕмĕрлери больницăра вăй хурать. Аслă категориллĕ врач, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, ĕç стажĕ - 37 çул. Унăн мăшăрĕ те, Светлана Алексеевна, медицинăна кăмăлланă. Аслă категориллĕ врач-педиатр, вăл та Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, ĕç стажĕ - 34 çул. Вĕсен икĕ хĕрĕ те - медицина ĕçченĕсем.
Иккĕшĕн те çул-йĕрĕсем Кчетковсен хĕрĕсен евĕрлех: шкул пĕтерсенех Чăваш патшалăх университе-чĕн медицина факультетне çул тытнă. Иккĕшĕн те ĕç стажĕ 8 çулпа танлашать. 2013 çултанпа Эльза Валерьевна Сидорова (Костякова) районти поликлиникăн заведующийĕнче тăрăшать, Татьяна Валерьевна Костякова Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче стоматологи ка-федринче тата тĕп хулари 3 № поликлиникăра ачасен шăл тухтăрĕнче тăрăшать. Педагогикăна кăмăлланă Анатолий пиччĕшĕн мăшăрĕ-пе ывăлĕ те медицинăна суйланă. Мăшăрĕн, Ангелина Валерьевнăн, ĕç стажĕ 28 çулпа танлашать, Çĕмĕрлере çемье офисĕн тухтăрĕнче вăй хурать. Ывăлĕ, Дмитрий, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 1-мĕш курсра вĕренет.
Л.Кчеткован иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ те (Светлана Николаевна Бельцова), шăллĕпе унăн мăшăрĕ те (Сергей Николаевичпа Лариса Гурьевна Савастьяновсем) пурнăçĕсене медицинăпа çыхăнтарнă. Савастьяновсем пĕр вăхăт пирĕн районти больницăра та ĕçленĕ: 1998-2000 çулсенче Сергей Николаевич - хирургра, 1995-2000 çулсенче Лариса Гурьевна - фтизиатрта.
Кчетковсен йăхĕнче професси тĕлĕшĕнчен медицинăпа çыхăнтаракансем малашне те пулĕç-ха. 200 çултан иртнĕ ĕç стажĕ, тен, 1000 çултан та пысăкрах хисепе куçĕ. Çапла пултăрччĕ. Ĕç стажĕ ăруран ăрăва Гиппократ ячĕпе тупа туса куçтăрччĕ.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"