АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă икĕ хут телей

20 мая 2016 г.

Майăн 13-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕнче Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Йĕкĕрешсене халалланă уява районта пурăнакан йĕкĕреш ачаллă çемьесем килсе çитрĕç, вĕсене район ертỹçисем, тăванĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç, çемьере йĕкĕрешсем çурални икĕ хут телей пулни пирки каларĕç. "Пилеш" ача садне çỹрекен ачасем вара пухăннисене хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç.

Питĕ кăмăллă пулчĕ пĕр сăнлă, пăхсан уйăрса илме те çук ачасене халалланă мероприятие хутшăнма. 2008 çулта çуралнă Артемпа Антон Рябченкосем, 2010 çулта çуралнă Даниилпа Арсений Павловсем, 2015 çулта кун çути курнă Эмилия тата Анелия Эзенкинсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хăйсене тивĕçекен салам сăмахĕсене итлерĕç, тĕрлĕ конкурссене хутшăнчĕç, парнесене тивĕçрĕç. Уява хутшăннă чи пĕчĕк йĕкĕрешсем вара 2016 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Ыттисем конкурса хутшăннă хушăра вĕсем ашшĕпе амăшĕн чĕр-куççийĕ çинче тутлăн çывăрчĕç кăна-ха. Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Мая тата Сергей Толстовсем йĕкĕреш ывăлĕсене Артемпа Николай ятсем пама кăмăл тунă. Паллах, пĕчĕкскерсене пăхма çамрăк ашшĕпе амăшне çăмăлах мар, анчах та вĕсем хăйсене пулăшакансем, ывăлĕсен кукашшĕпе кукамăшĕ, пуррине калаççĕ. Çемье пуçĕ Сергей тăлăх ỹснĕ, çавăнпа вăл Хĕрлĕ Чутай салинче тăлăхсене паракан хваттере тивĕçнĕ. Ывăлĕсем ỹссе çирĕпленсен Толстовсем хваттере куçма палăртасшăн. Турри парсан вĕсем тепĕр виçĕ çултан хĕр пĕрчи "шырама кайма" та хирĕç марри пирки пĕлтерчĕç.

Çемье кунне халалланă уявра Толстовсем Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертỹçин Алина Ежеева аллинчен амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçрĕç. Сăмах май, паянхи кун амăшĕн капиталĕ 453 пин тенкĕпе танлашать. Уява пухăннă йĕкĕрешсене сăнанă май манăн пĕр ыйту çуралчĕ: мĕнле уйăрса илет-ши вĕсене ашшĕ-амăшĕ? "Пачах та пĕр сăнлă мар-çке вĕсем", - йăл кулса хуравларĕç аслисем чун тĕпренчĕкĕсем çине ăшшăн пăхса.

Йĕкĕрешсем кăмăл-туйăм енчен те тĕрлĕрен пулаççĕ теççĕ. Чи кирли - вĕсем таса та сывă ỹсчĕр, телейлĕ те ăнăçуллă пулччăр, пурнăç сукмакĕ тăрăх пĕр-пĕрне пулăшса, тĕрев парса пыччăр, вара вĕсем ỹссе çитсен ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пуласса шанма пулать. А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика