АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хамăн та ача садне çỹрес килсе кайрĕ…"

20 мая 2016 г.

Çапла каларĕç майăн 18-мĕшĕнче районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансем "Хĕвел" ача садĕнчи Уçă алăксен кунĕнче пулнă май. Тĕп хуламăртан килсе çитнĕ информушкăн çĕнĕ ача садне çитсе куриччен Пĕрлехи информаци кунĕ пур ял тăрăхĕнче те иртрĕ.

Район пуçлăхĕ Александр Степанов тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов район центрĕнче вырнаçнă "Вилан" çĕвĕ цехĕнче ĕçлекенсемпе курса калаçрĕç. Кунта тăрăшакансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра та калаçрĕç, ытларах сăмах сĕт хакĕ тата çулсем пирки пычĕ.

Унтан вара ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов ертсе пыракан информушкăн членĕсем, район ертỹçисем, депутатсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ организаци-предприяти ертỹçисем çур çула яхăн каялла уçăлнă "Хĕвел" ача садĕнче пулса курчĕç. Çĕнĕ ача садне паянхи кун 160 ача çỹрет, кунта ачасене аталанма пур услови те пур. Сумлă делегаци членĕсем, ача сачĕн çурчĕ тавра курса çаврăннă, илемлĕ те çутă, ăшă пỹлĕмсенче пулнă, ачасемпе калаçнă, вĕсен ташши-юррисене курса савăннă май: "Хамăрăн та ача садне каяс килсе кайрĕ..." - терĕç. Хăнасем хăйсен пепкисене ача садне вырнаçтарас тесен чылай хушă черетре тăма тивнине те аса илчĕç. Халĕ вара Хĕрлĕ Чутай салинче ача садне черет çук.

Садикре пулнă хушăрах информушкăн членĕсем Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем тавра та калаçрĕç. Вячеслав Оринов Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кризиса хирĕçле мерăсене пурнăçа тата бюджета тупăш кĕртессишĕн тăрăшнине каларĕ. Кăçалхи апрель-май уйăхĕнче Раççей Правительстви йышăннипе Чăваш Республикин бюджетне хушма 2755,8 млн тенкĕ кĕнĕ - çул-йĕре аталантарма, туризм енĕпе "Этническая Чувашия" проекта пурнăçа кĕртме, вĕрентỹ, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, ялхуçалăхĕ, физкультурăпа спорт валли тата ытти те. Çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелесси пирки сăмах пуçарнă май Вячеслав Оринов ашшĕ-амăшне çăмăллăхлă путевкăсемпе усă курма сĕнчĕ. Ачасене хула тулашĕнчи лагерьсенче кантарма, сывлăхĕсене çирĕплетме май пуррипе усă курмаллах тесе шухăшлать Пĕрлехи информаци ушкăнĕн ертỹçи.

Çуркуннехи тата çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси пирки те сăмах пычĕ. Чи малтанах Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнче пулнă хăрушă инкеке аса илчĕç _ нумаях пулмасть унта пушарта 7 çын пурнăçĕ татăлнăччĕ. Пĕрлехи информаци кунĕ вăхăтĕнче ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра панă ыйтусене пăхса тухĕç, хуравсем парĕç.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика