АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат çамрăк армеецсемпе тĕл пулса калаçрĕ

20 мая 2016 г.

Майăн 16-18-мĕшĕсенче районта "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç. Финал вăййисенче пурĕ 14 команда вăй виçрĕ, çав шутра Хĕрлĕ Чутай шкулĕн "Авангард" кадет класĕ те - вĕсем вăйăсенче конкурса кĕмесĕр хутшăнчĕç. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕпе "Зарница" ушкăнра 1-мĕш вырăна Тури Çĕрпỹкасси шкулĕн команди тухнă, иккĕмĕш вырăнта - хусанушкăньсем, виççĕмĕш - çĕнатикассисем. "Орленок" ушкăнра Мăн Этмен шкулĕнче вĕренкенсем çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăнта - çĕнатикассисем, виççĕмĕшĕнче - хĕрлĕчутайсем. Çĕнтерỹçĕ-командăсем июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен республикăра иртекен вăйăсене хутшăнĕç.

Майăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене хутшăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Хăнасем çитнĕ вăхăтра "Хастар" ФСК çумĕнчи стадионта çамрăк армеецсем 1000 метра чупса ăмăртатчĕç. Çак кунах вĕсен ишес енĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартса памаллаччĕ. Палаткăсем вырнаçтарнă çĕре çитсе ачасемпе калаçнă май Валерий Павловпа Александр Степанов хăйсем те ача чух çакăн пек вăйăсене хутшăннине аса илчĕç. Çамрăк армеецсемшĕн çак вăйăсем спортра çитĕнỹсем тума, туслăха çирĕплетме, патриотизм туйăмне упрама пулăшакан шкул пуласса шаннине палăртрĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче çитес вăхăтрах Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăксен команди Краснодар хулинче иртекен Спартакиадăна каясси пирки сăмах пычĕ. Унта пирĕн район çамрăкĕсем район тата республика чысне хỹтĕлессишĕн ăмăртĕç. Анчах та çакна валли туллин хатĕрленмелле.

Эдуард Романов педагог пĕлтернĕ тăрăх, яшсем Спартакиадăна хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Лайăхрах тата пур енлĕн хатĕрленес тесен Шупашкарти ятарлă хатĕрсем пур стадионта тренировкăсем ирттерсен аван пулмалла. Валерий Михайловичпа Александр Юрьевич çак тата ытти ыйтусене татса парас тĕлĕшре пулăшма шантарчĕç.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика