20 мая 2016 г.
Юлашки вăхăтра районти шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсен вĕренỹри, спортри çитĕнĕвĕсемшĕн Хура тинĕс хĕрринче канмалли путевкăсене тивĕç-нине тăтăшах илтме пулать. Нумаях пулмасть, апрель уйăхĕнче, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 10-мĕш кадет класĕнче вĕренекен Станислав Михопаркин та "Артекра" пулса курчĕ. Стас - кадетсен командирĕ, вĕренỹре питĕ аван ĕлкĕрсе пырать. Спортпа та туслă вăл, тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнать. Пултарулăхне кура яш кăçалхи вĕренỹ çулĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Маловăн стипендине те тивĕçрĕ. Çакăн пек çитĕнỹсем туни ĕнтĕ çамрăка Хура тинĕс хĕрринче, тĕлĕнмелле илемлĕ çĕрте вырнаçнă "Артек" лагерьте пулса курма, канма май панă.
Стас хутшăннă сменăна космоса пĕрремĕш çын вĕçнĕренпе 55 çул çитнине халалланă. Лагерьти ачасем "Суук-Су" керменте вырнаçнă "Космос" музейра пулса курнă, илĕртỹллĕ космос тĕнчипе паллашнă. Унсăр пуçне Севастополь хулинче, хăй вăхăтĕнче иккĕмĕш Николай патша хăйĕн çемйипе каннă Ливади керменĕнче пулса курнине каласа парать Стас. "Крым çурма утравĕ тăрăх курса çỹренипе пĕрлех эпĕ каннă "Тинĕс" лагерьте тем тĕрлĕ кăсăклă, хаваслă мероприятисем иртрĕç, - аса илет Стас. - Эпир ташларăмăр, юрларăмăр, спорт мероприятийĕсене хутшăнтăмăр. Тĕслĕхрен, эпĕ тинĕсри нумай енлĕ кĕрешỹсене хутшăнтăм. Хамăн отрядри ачасемпе пĕрле эпĕ тинĕс тĕввисене çыхрăм, канат туртрăм, семафора мĕнле пĕлнине кăтартса патăм, тинĕс юррисене юрларăм... Шел, çанталăк япăх пулнăран шлюпкăсемпе ăмăртма май килмерĕ". Çапах та çанталăк лайăхлансан вĕсем шлюпкăсемпе тинĕс тăрăх уçăлса çỹренĕ, "Аладары" чул хысакĕсем патнех çитнĕ, унти сайра тĕл пулакан кайăксене сăнанă, тинĕсре дельфинсем сикнине курса савăннă.
Отрядпа та, вожатăйсемпе те хăйне питĕ ăнăçнине палăртать Стас. Вĕсемпе хуть те мĕн çинчен те калаçма май пулнă. "Маншăн "Артекри" "Тинĕс" лагерь пысăк кил-çурт пек пулчĕ, вожатăйсемпе отрядри ачасем - пысăк çемье пек. Тĕрĕссипе, унтан таврăнас та килмерĕ, - кăмăлне уçать Стас. - Хура тинĕс хĕрринчи "Артекра" пулса курни нихăçан та асран тухмĕ. Май килсен, вăл тăрăхра хаваспах татах пулса курма хатĕр". Паллах, çĕнĕ çĕрте пулса курни, çĕнĕ юлташсем тупни хуть те камăн чунне те çĕклет, малашлăха çĕкленỹллĕ кăмăлпа пăхма хистет. "Артекран" таврăннăранпа Стас Михопаркин шкул пурнăçне хутшăннипе пĕрлех кадет класĕпе Çĕнтерỹ кунĕнчи парада та хутшăнма ĕлкĕрчĕ, салтак çулне çитмен çамрăксен республикăри Спартакиадине те хутшăнчĕ. Халĕ вăл, асăннă ăмăртура çĕнтернĕ команда йышне кĕнĕрен, юлташĕсемпе пĕрле Спартакиадăн Краснодар хулинче иртекен Раççейри шайне хутшăнма хатĕрленет. Краснодар вара, эпир пурте пĕлетпĕр, Хура тинĕс хĕрринчен инçех те мар вырнаçнă. Апла пулсан, тинĕс хăйĕн патне туртать, илĕртет тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ...
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"