АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - яваплă тапхăр, пурнăç çулĕ…

25 мая 2016 г.

Майăн 23-мĕшĕнче районти шкулсенче "юлашки шăнкăрав" уявĕ иртрĕ. Шкулпа сывпуллашнине систерсе кăçал шăнкăрав 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 68 яшпа хĕршĕн, 9-мĕш класс пĕтерекен 133 шкул ачишĕн янăрарĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта кăçал 11-мĕш класран 29 ача вĕренсе тухать, 9-мĕшĕнчен - 46.

Вĕсене халалланă уяв питĕ савăнăçлă та ырă кăмăллă, пăлхануллă лару-тăрура иртрĕ. Шурă саппунсемпе хăюсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, илемлĕ чечексем, илĕртỹллĕ йăл кулă, çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ тата выпускниксем вăрттăн шăлса илекен куççуль, вĕрентекенсен сывпуллашу сăмахĕсем, шкул вальсĕ... Унтан вара - текех урок пуçланнине систерме пăрахакан юлашки шăнкăрав. Ĕнерхи вĕренекенсем паян пурнăçăн анлă çулĕ çине тухаççĕ. Хыçалта - ачалăх, шкул çулĕсем, вулама-çырма вĕренни. Малта - професси суйласа экзаменсене ăнăçлă тытасси. Мĕнех, юлашки шăнкăрав янăрарĕ, халĕ районти яшсемпе хĕрсене экзаменсенче ăнăçу сунатпăр!

Алина КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика