АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх экзаменĕсем пуçланчĕç

27 мая 2016 г.

Хальхи вăхăтра 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухма хатĕрленекенсемшĕн хĕрỹ тапхăр пырать - вĕсем экзаменсем тытаççĕ.

Ĕнер, майăн 26-мĕшĕнче, тăххăрмĕшсем обществăпа экзамен тытрĕç. Математикăпа пурин те тытмалли экзамен вĕсен майăн 31-мĕшĕнче пулĕ, вырăс чĕлхипе - июнĕн 3-мĕшĕнче.

Вунпĕрмĕшсен вара экзаменсем паян пуçланаççĕ. Вĕсен географипе (районта - 2 ача) тата литературăпа (3 ача) суйласа илнĕ экзаменсем тытмалла.

Вырăс чĕлхипе патшалăх экзаменне пурин те майăн 30-мĕшĕнче тытмалла. Экзамен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта иртĕ. Сăмах май, эпĕ кăçал асăннă экзаменра обществăлла сăнавçă пулăп, тĕрĕслев мĕнле иртнине хаçатăмăрăн çитес номерĕнче çырса кăтартăп.

11-мĕш класра вĕренекенсен математикăпа та пурин те пĕрлехи патшалăх экзаменне тытмалла. Асăннă предметпа тĕп (база) тата профиль шайĕнчи экзаменсем пулаççĕ. Тĕп шайри июнĕн 2-мĕшĕнче иртет, профиль шайĕнчи - июнĕн 6-мĕшĕнче. Тĕп шайри экзамен кăтартăвĕсем алла аттестат илме кăна кирлĕ пулсан, профиль шайĕнчипе аслă вĕренỹ заведенийĕ-сене вĕренме кĕме пулать. Хăш-пĕр вĕренекенсем икĕ экзаменне те тытма кăмăл тунă.

11-мĕшсен патшалăх экзаменĕсем июнĕн 20-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Июнĕн 22-30-мĕшĕсенче - тĕрлĕ предметсемпе экзаменсем ирттермелли резерв кунĕсем.

Унчченхи пекех, экзамен йышăнакан пунктсене ачасене ятарлă хатĕрсемпе тĕрĕслесе кĕртĕç (пĕрле сотовăй телефонсем илесрен), унти йĕркелĕхе полици сотрудникĕсем тивĕçтерĕç. Экзамен пыракан кашни пỹлĕмрех тата кăритурта видеосăнав пулĕ. Кăçал пур пунктра та экзаменсене онлайн тытăмра ирттерĕç - ачасем экзамен мĕнле тытнине smotriege.ru сайта кĕрсе курма пулĕ. Çак ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ уйăрса панă.

А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика